Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Мăн Канаш ларăвне хутшăннă

Мăн Канаш ларăвне хутшăннă

Раштав уйăхěн 16-мěшěнче «Чăваш наци конгресě» регионсем хушшинчи общество пěрлешěвěн Мăн Канаш ларăвě пулчě. Вăл Константин Иванов ячěллě Чăваш драма театрěнче иртрě.

Пухура Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л.Клементьев 2023 çулти туса ирттернě ěçсемпе паллаштарчě, малашнехи тěллевсене палăртрě. Тěрлě çěртен килсе çитнě пайташсем те хăйсен ěçěсемпе паллаштарчěç, пěрле сýтсе явмалли ыйтусене татса пама тăратрěç. Пуху ăшă - кăмăлпа иртрě, яланах пěрле, туслă ěçлесе пырас  терěç. Çавăн пекех 2024 çулхи ирттермелли ěç планěпе те паллашрěç.
Конгресс йěркелесе ирттерекен тěрлě ěç - пуçсене хастар хутшăнакансене Тав хучěсемпе чысларěç. Вěсен хушшинче Сěнтěрвăрри муниципалитет округěн вырăнти ертýçи, Турханкасси культурă тата вулав çуртěнче тăрăшакан Надежда Краснова та палăрчě. Ăна Чăваш Республикин культура министерствин Тав хучěпе тата Чăваш наци конгресěн l пусăмлă дипломпа, парнесемпе чысларěç.


МАУК «ЦКС» Мариинско-Посадского округа
19 декабря 2023
15:45
Поделиться