Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

«Хĕрарǎм! Сан умǎнта таятǎп пуçǎма - 2023» конкурс ҫĕнтерӳҫи.

«Хĕрарǎм! Сан умǎнта таятǎп пуçǎма - 2023» конкурс ҫĕнтерӳҫи.
   МОО «Чǎваш наци конгресĕ» çумĕнчи «Чǎваш хĕрарǎм» комитет пуçарǎвĕпе кǎçалхипе пиллĕкмĕш çул регионсем шайĕнче «Хĕрарǎм! Сан умǎнта таятǎп пуçǎма - 2023» конкурс иртрĕ. Конкурса Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин Культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви тата «Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» организаци пулǎшнипе иртрĕ. Ун тĕллевĕ – ялти чăваш хĕрарăмĕн обществăри хастарлăхне ÿстересси, Раҫҫей Федерацийĕн, уйрăмăн Чăваш Республикин аталанăвĕнчи, наукăпа культурăри, демографинчи, сывлăх сыхлавĕн тата ачасене воспитани парассинчи тÿпине уçăмлăн кăтартасси. Çемьери хутшǎнусене çирĕплетме витĕм кӳресси, ял хĕрарăмĕсен пултаруллăхĕ урлă çемье пĕлтерĕшне тата халǎхǎмǎр йăли-йĕркипе кăсăкланассине ÿстересси.
   Ҫак конкурс икĕ тапхǎрпа иртрĕ. Пĕрремĕш тапхǎрĕ – зонǎсенче: Йĕпреç тата Çĕрпӳ районĕсенче – март уйǎхĕнче. Конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрĕнче мала тухнисем, Муркаш районĕнчи Кашмаш ялĕнче  пĕтĕмлетӳ конкурсне хутшǎнчĕҫ. Вǎл Пĕтĕм Тĕнчери ял хĕрарǎмĕсен Кунĕ тĕлне – юпа уйǎхĕн 14-мĕшĕнче иртрĕ.
  Финал ăмăртăвăвĕнче сакăр пултаруллă хĕрарăм хутшăнчĕҫ. Вĕсем Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреҫ, Муркаш, Ҫĕрпӳ, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Ҫĕмĕрле тата Канаш тăрăхĕсен чысне хӳтĕлерĕҫ. Сĕнтĕрвăрри чысне Турханкасси культура Ҫуртĕнче тата вулав ҫуртĕнче тăрăшакан, ҫавăн пекех Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕнче «Чăваш наци конгресĕн» вырăнти ĕҫĕсене тивĕҫлесе пыракан Надежда Юрьевна Краснова хӳтĕлерĕ.
  Конкурс пиллĕк тапхăрпа иртрĕ: Чăваш апатне хатĕрлени тата ун ҫинчен каласа пани, хăйсемпе тата ҫемьепе паллаштарни, пултарулăх тата йăла – йĕркене кăтартасси, улахри ал – ĕҫĕ тата сăпка юрри юрласа ăмăртасси.
  Конкурса пур хĕрарăм та тĕплĕн хатĕрленсе пыни курăнчĕ, апат ҫимĕҫĕсемпе те, юрри – ташшисемпе те тĕлĕнтерсе савăнтарчĕҫ. Йăли – йĕркисене тĕплĕн кăтартса пама культура Ҫуртĕнчи ушкăнсем пулăшрĕҫ. Надежда Юрьевнăна та Турханкасси культура ҫурчĕ ҫумĕнчи «Тӳнер» фольклор ушкăнĕ тата «Асамат» вокал ушкăнĕнчи ачасем пулăшрĕҫ.
  Жюри палăртнă тăрăх, Надежда Краснова пĕрремĕш вырăна тухса, Гран – при «Чăваш ялĕн илемĕ – 2023» ятне ҫĕнсе илчĕ. Ăна диплом тата хаклă парнесем парса чысларĕҫ.


17 октября 2023
08:13
Поделиться