Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тутарстанри Сиктерме ялĕнче чăваш культурин Уявĕ

Тутарстанри Сиктерме ялĕнче чăваш культурин Уявĕ

Утă уйăхĕн 8 – мĕшĕнче Тутарстанри Сиктерме ялĕнче чăваш культурин Уявĕ иртрĕ. Ҫак чаплă уявра Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕнчен 49 ҫын хутшăнма пултарчĕ.  Вĕсенчен Ҫичĕпӳрт культура ҫурт ҫумĕнчи «Кунер» халăх фольклор ушкăнĕ (ертуҫи Плотников О.М.), Турханкасси  культура ҫумĕнчи «Тӳнер» фольклор ушкăнĕ (ертӳҫи Краснова Н.Ю), Астакаси вулав ҫурчĕ ҫумĕнчи «Кăмăл» (ертӳҫи – Великанова И.П) тата Нарат Чакки культура ҫумĕнчи «Шăнкăрав» (ертӳҫи – Данькова Л.Г) пулчĕҫ. Ҫак делегаципе пĕрле  культурăпа социаллă аталанăвĕн начальникĕ Упракина Э.П. тата йĕркеленӳпе тĕрĕслев ĕҫĕн начальник пайĕн заместитĕлĕ- Кондратьева Е.Г. пулчĕҫ.
Сиктерме ялĕ ытти кун ĕҫпе кĕрлесе тăнă пулсан, ҫак кун вара - юрă- ташăпа кĕрлесе тăчĕ. Сценăсем ҫинче пĕрин хыҫҫăн тепри конкурссем иртрĕҫ. Вĕсенчен эпир те «Выля, хут купăс», «Чăваш сăри» фестивалĕ», «Уяв пики» , «Аслă Вĕрентекенĕмĕр еткерĕ» конкурсенче тивĕҫлипех хутшăнтăмăр, Дипломсене тивĕҫрĕмĕр.
«Уяв пики» конкурсра  Сĕнтерпуҫ ял хĕрĕ - Демьянова Анна (ертӳҫи - Соловьева Г.В) хутшăнчĕ, хăйĕн пултаруллăхне кăтартса хаклă парнесене тивĕҫрĕ.
Уяв чăннипех те савăнăҫлă иртрĕ, курса тĕлĕнмелли те нумай пулчĕ. Кашни хутшăнакан парнепе таврăнчĕ.



МАУК «ЦКС» Мариинско-Посадского муниципального округа
11 июля 2023
08:47
Поделиться