Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕнтĕрпуçĕнчи тĕп культура Çурчĕ ачасен илемлĕ сассисемпе, шавĕпе тулчĕ.

Сĕнтĕрпуçĕнчи тĕп культура Çурчĕ ачасен илемлĕ сассисемпе, шавĕпе тулчĕ.

Пуш уйăхĕн 12- мĕшĕнче Сĕнтĕрпуçĕнчи тĕп культура Çуртĕнче чăваш чĕлхине, чăваш халăх историйĕпе интереслентерес тата çамрăк ăрăва халахăмарăн чи илемлĕ, чи паха йĕркисемпе пăхса ӳстерес тесе, вăйă, сăвви-юррисем урлă ачасене илемлĕ сăнарсемпе паллаштарас , хитрене курма вĕрентес тата йăли-йĕркине упрас тĕллевпе Сĕнтĕрвăрри муниципаллă округĕн  «Чи, чи хĕр пĕрчи» («Самая драгоценная бусинка») конкурсĕ иртрĕ. Çак конкурс Сĕнтĕрпуç культура Çуртĕнче виççĕмĕш хут иртрĕ. Сĕнтĕрпуçсем çак конкурса Чăваш Республикинче телейлĕ ачалăх çулталăкне халалларĕç. Конкурса яланхи пекех пултаруллă  та маттур,   Сěнтěрпуç шкулěнче   5-мěш класра вěренекен хĕр ачасем Елизавета Иванова, Анастасия Федорова  тата Юля Никодимова çепĕç те илемлĕ, таса чăвашла калаçса ертсе пычĕç. Çакăн çинчен каласа хăварма питĕ те  кăмăллă.

Конкурс  «Асанне арчи» инсценировкăран пуçланчĕ. Кĕçĕн класра вĕрентекен Тихонова Н.П. куракансене, ачасене малтанах асанне арчипе паллаштарчĕ. Çак арчара мĕнле япаласем упрани çинчен каласа пачĕ.

Çак конкурса хапăл туса йыхрава йышăнса Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тĕрлĕ ялсенчен чи чипер хĕр пĕрчисем  килсе çитрĕç. Кăçал унта 11 чипер те  сăпайлă та пултаруллă, чăвашла илемлĕ калаçакан,  чи илемлĕ хĕр пĕрчисем хутшăнчĕç. «Чи, чи хĕр пĕрчи» конкурса  нумай çул хушши Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Степанов Л.Д. уçрĕ. Вăл Сĕнтĕвăрри хĕр пĕрчисене тата вĕсен ертÿçисене конкурса хутшằнма кằмằл тунишěн чунтан тав турĕ, ăнăçу сунчĕ. Конкурс çулран çул сумлăланса, илемленсе пынине, унта хутшăнас кăмăллă, тивĕçлĕ хĕр пĕрчисем нумайлансах пынине палăртрĕ.
Хĕр пĕрчисем хăйсен пултарулăхне конкурс йĕркипе пиллĕк тĕрлĕ тупăшура тупăшрĕç, кашниех хǎйне тивĕçлĕ шайра кǎтартма тǎрǎшрĕç. Конкурсăн кашни тапхăрĕнчех хĕрӳ тупăшу пычĕ.

Илемлĕ те илĕртӳллĕ хĕр пĕрчисем  малтанах хǎйсемпе паллаштарчĕç. Палăртса хăвармалла, кашни паллаштару хăйне евĕрлĕ кăсăклă  та интереслĕ пулчĕ.      

Иккĕмĕш конкурсра хĕр пĕрчисем Тăван çĕршыва, юратнă амăшĕсене телейлĕ ачалăха халалланă сăвăсем вуларĕç.
«Ăслăскер» конкурсра  хĕр пĕрчисем чăвашла тупмалли юмахсен тупсăмĕсем çине тĕрĕс хуравсем пачĕç. Ăc-тăн çивĕчлĕхпе  пултаруллă пулнине  тивĕçлĕн кăтартрĕç чиперккесем.

Чǎваш халǎхĕн çĕр пин юрǎ-кĕвĕ, ташǎ тĕнчи те хĕр пĕрчисемшĕн ют мар иккен. Вĕсем юрра-ташша ǎста пулнине, хăйсем юратакан тĕрлĕрен интересĕсене    сцена çинче пултаруллăх конкурсĕнче кăтартса пачĕç.

Пиллĕкĕмĕш конкурсра хĕр пĕрчисем  Сĕнтĕрвăрри тǎрǎхĕнчи чăвашсен хальхи тумĕн илемне  ǎста  кăтартнипе палăрчĕç. Çепĕç юрǎ кĕввипе акǎш пек илемлĕн, ярǎнса утса тухсан, залра ларакансем те чăтса лараймарĕç тǎвǎллǎн алǎ çупса хавхалтарчĕç вĕсене.

Паллах, жюри членĕсене: Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ халĕ тивĕçлĕ канури Степанов Л.Д., Сĕнтĕрвăрри муниципаллă округĕн  культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхне Упракина Э.П.; Сĕнтĕрвăрри муниципаллă округĕн  социаллă пулăшу паракан центрĕн пуçлăхне Белова Р.П. çǎмǎлах пулмарĕ. Кǎçал конкурса пур енĕпе те пултаруллǎ та маттур, сǎпайлǎ та ӳркенмен, чǎн чǎваш чунлĕ хĕр пĕрчисем хутшǎнчĕç. Конкурсăн кашни тапхăрĕнчех хĕрӳ тупăшу пычĕ вĕсем хушшинче. Çавăнпа та çĕнтерӳçĕсене палăртма тӳресене çăмăлах пулмарĕ.
Тӳресем канашланă вăхăтра куракансене Сĕнтĕрпуç культура Çурчĕ çумĕнчи ачасен пултарулăх ушкăнĕсем сăвăсем вуласа,  хитре юрăсемпе ташăсем ташласа хавхалантарчĕç.

Кĕтнĕ самант та çитрĕ. Чăваш хĕр пĕрчийĕсем кăмăллă кĕвĕпе тепĕр хут  сцена çине тухрĕç. Çав самантра хĕр пĕрчисен кăна мар, куракансен , вĕсен ашшĕ амăшĕсен, ертӳçисен те чĕрисем пĕр хушă тапма чарĕнчĕç-тĕр.  Хĕрÿллĕ тупăшура тӳресем баллсене шутласан «Чи, чи хĕр пĕрчи» ята Шуршăл территории пайĕнчи  Ксения Сергеева çĕнсе илчĕ. Ыттисем вара тĕрлĕ номинацисене тивĕçрĕç. Сĕнтĕрпуç ял территории пайĕн  хĕр пĕрчийĕсем Арина Андреева  «Куракансем кăмăлланă хĕр пĕрчи,  Яичникова Варвара «Чи çепĕç хĕр пĕрчи» ята илме тивĕç пулчĕç. Урхас Кушкă  хĕр пĕрчийĕ Александра Рубцова «Чи илĕртӳллĕ хĕр пĕрчи», Октябрьски территории пайĕн  Олеся Васильева «Чи вичкĕн хер пĕрчи», Хуракасси ялĕнчи хĕр пĕрчи Марианна Анисимова «Чи çивĕч ăс тăнлă хĕр пĕрчи», Чăнкасси территории пайĕн Анастасия Голощапова «Чи маттур хĕр пĕрчи, Аксарин  территори пайĕн Анна Вохтомина  Чи сăпай хĕр пĕрчи, Шĕнерпуç территории пайĕн  Дарья Филиппова  «Чи кăмăллă хĕр пĕрчи», Атăлçи ял территории пайĕн хĕр пĕрчисем Сергеева Анастасия «Чи хитре хĕр пĕрчи» тата Викторя Краснова «Чи пултаруллă хĕр пĕрчи»  ята тивĕçрĕç.

Çак  конкурса тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнă  ыр-кằмằллằ, хằйсен нухратне шеллемен культура ĕçченĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр, ăнăçу сунатпăр. Хĕр пĕрчисене конкурса хатĕрленме пулǎшакансене тав сǎмахĕсем калатпǎр.

Фоторепортаж



МАУК «ЦКС» Мариинско-Посадского района
13 марта 2023
15:46
Поделиться