Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Раҫҫей чӑваш пики

Раҫҫей чӑваш пики

Раштав уйăхĕн 11 - мĕшĕнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе "Раҫҫей чӑваш пики - 2022" конкурс вун иккӗмӗш хут иртрӗ. Унта пурӗ 21 пике хутшӑнчӗ. Юратнӑ Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен пухӑннӑ чӑваш хӗрӗсем: Тутар, Пушкӑрт, Чӗмпӗр, Тюмень, Пенза, Санкт-Петербург тӑрӑхӗсенчен, Чӑваш енӗн хулисемпе район-округӗсенчен... "Раҫҫей чӑваш пики" - илемлӗхпе пултарулӑх уявӗ, тӗрлӗ вырӑнта пурӑнакан чӑваш хӗрӗсене пӗрлештерсе тӑракан уяв, чӑваш халӑхӗн пурлӑх культурипе ӑс-хакӑл культурине палӑртакан уяв. Унта чӑваш хӗрӗсен илемлӗ ҫи-пуҫӗпе капӑрлӑхӗ, юрӑ юрлас, ташӑ ташлас, сӑвӑ вулас, тӑван чӗлхепе тӗрӗс те илемлӗ калаҫас, чӑваш апат-ҫимӗҫӗ хатӗрлес ӑсталӑхӗ курӑнать. Чи кирли вара - чӑваш хӗрӗсем ҫак ӑсталӑха пысӑк сцена ҫинче кӑтартма пултарни, халӑха хӑйсен иксӗлми пултарулӑхӗпе паллаштарни, хӑйсен ӑсталӑхне аталантарни, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума тӑрӑшни, чун-чӗререн хавхаланни. Ҫакна тума пулӑшать те ӗнтӗ чӑваш пикисене Чӑваш наци конгресӗ. Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕнчен Татьяна Волковăпа (Шуршăл ялĕ) Кристина Калинина (Октябрьски салинчен) хутшăнчĕҫ. Вĕсем иккĕшĕ те ҫав тери маттур, хастар пулнине ҫак пысăк сцена ҫинче кăтартса пачĕҫ те. Асӑннӑ конкурсӑн пӗлтерӗшӗ ҫулсерен ӳссе ҫеҫ пырать. Кӑҫалхи конкурса хастар хутшӑннă пикесене ӑшшӑн саламлатпӑр! Вӗсен маттурлӑхӗ нихӑҫан та ан чактӑр, ӳссе ҫеҫ пытӑр.



МАУК "ЦКС" Мариинско-Посадского района
14 декабря 2022
11:02
Поделиться