Пĕччен хыр ялĕнче пурăнакан Мария Егоровна Федоровăн аса илĕвĕсем
90 çултан иртнĕ вăрçă ачи патне çул тытрĕç Шупашкартан килнĕ корреспондентсем.
Сĕнтрвăрри районнĕчи Пĕччен хыр ялĕнче пурăнать Мария Егоровна Федорова. «Пурнăçĕ çăмăл пулман, тем нушине те курнă, - аса илет вăл. - 30-мĕш çулта, эпĕ çуралсанах, пирĕн çемьене, аттен арманпа лаша пулнă пирки, Çĕпĕре хăваласа яна. Вунă çула яхăн пурăннă унта. Вăрçă пуçлансан аппасем Хусан чиккине окоп чавма, пиччесем вăрçа тухса кайнă, эпĕ вара колхозра вăй хунă, 1943-мĕш çулта аслисемпе танах вăрман каснă. Çамрăк хĕрсене йывăр пулнă паллах.
1953 –мĕш çулта качча тухса Анатолий мăшăрпа çемье çавăртăмăр, çичĕ ача çитĕнтертĕмĕр. Халĕ ачасемпе анчах мар, мăнуксемпе те, кĕçĕн мăнуксемпе те саванса пурăнатăп, май килнĕ таран пулăшма та тăрăшатăп» - тет Мария Егоровна.
«Эпир аннене питĕ юрататпăр, унпа мухтанатпăр», - куççульне чараймасăр ăшшăн ыталарĕ амăшне Валентина хĕрĕ.
http://www.ntrk21.ru/video/49392
Из воспоминаний жительницы деревни Ящерино Марии Егоровны Федоровой.
Корреспонденты ВГТРК Чувашия побывали в гостях у 90-летней Марии Егоровны. «Жизнь была тяжелой, много трудностей пришлось пережить и в довоенные, и в военные, и в послевоенные годы. В 1930-ом году семью сослали в Сибирь – отец держал лошадь, имел мельницу. Я была грудным ребенком, не помню. Где-то через 10 лет вернулись. В войну старшие сестры были на рытье окопов, братья ушли на фронт. Я работала в колхозе, в 1943-ем наравне со взрослыми валила лес. Было тяжело, но мы выдержали и холод, и голод… В 1953 году вышла замуж, с супругом Анатолием воспитали семерых детей. Сейчас дети, внуки, правнуки помогают. Живу ради них». Дети не оставляют мать в одиночестве, навещают, помогают.
«Мы очень любим свою маму»,- с гордостью говорит дочь Валентина.