Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Таса урамсенче пурăнма кăмăллă

Çулсерен ял тăрăхĕсенче тата хулара Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксен палăкĕсем тавра,урамсенче тирпей-илем кĕртеççĕ.

Хуракасси ял тăрăхĕнчи Услă Пукаш тата Çĕнъял Пукаш, Нарат Чакки, Хуракасси ялĕсенче пурăнакан хастар çынсем субботнике тухнă, çÿп-çапа тасатнă. Кушник ялĕнчи культурганизатор Н. Прокопьева Аслă вăрçăра вилнĕ салтаксен палăкĕ па- тĕнче территорине тирпейлес енĕпе субботник йĕркеленĕ, çулçăсемпе типĕ туратсенчен тасатнă. Урхас Кушкă ялĕнчи культура ĕçченĕсем черетлĕ акцине тухса Культура çурчĕ тата палăк тавра пуçтарса тирпейленĕ.

Çавăн пекех Чăнкасси ял тăрăхĕнче, Карапаш, Кĕчкей ялĕсенче ял пурнăçне хастар хутшăнаканĕсем çÿп-çап, типĕ çулçă, туратсем пуçтарса тăван тавралăхĕсене илемлентерчĕç. Илемлĕ тĕнчере пурăнас килнине, çурхи уçă сывлăшра пурте пĕрле хутшăнса кирлĕ ĕç йĕркелесе ирттерме кăмăл пуррине Аксарин тăрăхĕнче пурăнакансем çирĕплетрĕç. Ял тăрăхĕн депутачĕсем ĕçе хастар хутшăнчĕç. Уплер ялĕнче пурăнакансем те пĕтĕм Раççейри тасалăх акцине хутшăнса палăк тавра тирпей-илем кĕртрĕç.

Çамрăк ăру мăн асаттесемпе асаннесен ятне хисеплетĕр тесен пирĕн пурте пĕрле тăрăшмалла, çамрăксене ĕçе явăçтармалла. Кукашнири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем тирпей - илем кĕртес ĕçе хастар хутшăнчĕç. Кашниех таса палăк умĕнче Çĕнтерÿ уявне савăнăçлăн та мăнаçлăн уявланине курма кăмăллă пулнине пĕлет.

Кукашни ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Емельянова тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Борисов ял халăхĕпе пĕрле тирпей-илем кĕртес, масара тирпейлес ĕçе хутшăннă.

 

О. ЕФРЕМОВА.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
30 апреля 2021
15:08
Поделиться