Ватă çынна - чыс та хисеп
Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче хăйĕн 90 çулне тылра ĕçленĕ Хыркассинче пурăнакан Николай Иванович Шаготов паллă тунă. Çак пулăмпа юбиляра Аксарин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Потемкина тата Л. Дивлекеева, Т. Исаева культура ĕçченĕсем саламларĕç. Ăшă та ырă сунса Николай Ивановича Раççей Президенчĕ В. Путин ячĕпе саламлă открытка, çавăн пекех асăнмалăх парне парса тивĕçтерчĕç. Ăна сывлăх, вăрăм ĕмĕр тата хастарлăх сунчĕç хăнасем.
Шурă çÿçлĕ юбиляр хурт-хăмăрпа çав тери туслă. Халăхра каланинчен,пыл хурчĕпе пĕр чĕлхе тупакансем нумай çул хушши сывă пурăнаççĕ. Николай Ивановича пăхсан çак сăмахсем тĕрĕс пулнине пĕлетĕн. Пĕлтĕрхи хĕлле унăн хуçалăхĕнчи хурт-хăмăр чирлесе вилчĕ. Анчах та ватă хурт ăсти пуçа усмасть, малашне те ку ĕçе тăсасси пирки сăмах хушать.
Николай Иванович хăй енчен хăнасене хисеп туса килнĕшĕн тата ăшшăн саламланăшăн тав турĕ. Вăл Хыркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçă çулĕсенче алă усмасăр тылра ĕçленĕ. Пенсие тухиччен чылай çул маларах вăл тăван совхозра вăй хунă. Хăйĕн тивĕçлĕ ĕçĕшĕн нумай наградăна, тав хучĕсене тата «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра Николай Иванович пĕчченех пурăнать. Тăхăрвунă çула çитни – питĕ пĕлтерĕшлĕ событи, кашнинех çак хисеплĕ çула ĕмĕре яхăн тăсма пÿрменçке! Николай Ивановичăн сывлăхĕ ан хавшатăр, ырă шанăçпа хастарлăхĕ нихăçан та ан иксĕлччĕр, çывăх çыннисем хăйсен тăрăшулăхĕпе тата тимлĕхĕпе савăнтарччăр. Кашни çĕнĕ кун савăнăç туйăмĕ парнелетĕр сумлă юбиляра.
О. СЛАВИНА.