Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Урамсенче çутă та хăтлă

Кукашни ял хутлăхĕнче урамсене çутăпа тивĕçтерессине ял администрацийĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Урамсенче пахалăхлă çутă пулни ял хутлăхĕнчи çулсене тата çын çÿрекен вырăнсене кирек хăш вăхăтра та хăтлăрах тăвать ĕнтĕ.

Тĕттĕмре çÿреме те меллĕ мар, хăрамалла та. Çакна шута илсе ку ял хутлăхĕнче урамсене çутатас ыйтăва яланах тимлесе тăнă, анчах та çутăпа усă курнăшăн укçа нумай тÿлеме тивнĕ. Администраци хысни пысăк тăкак тÿсни унта ĕçлекенсене пĕрре мар шухăшлаттарнă. Çак хумхантаракан ыйтăва пĕлтĕр татса панă вĕсем.

«Çутăшăн нумай укçа тÿленĕ пирки пĕлтĕр энергие перекетлекен лампăсем çине куçрăмăр. Кашни ялтах - пурĕ 70 çĕнĕ лампа улăштартăмăр. Перекечĕ, чăн та, палăрмаллах пулчĕ. Хăшĕсем çунса кайнисем те пулкаларĕç, çавăнпа халĕ тепĕр хут ĕçе тытăнтăмăр. Маклашки ялĕнче 4 лампа, Кукашнире – 3, Макаçкассинче – 1, Пĕчченхырта 3 лампа улăштартăмăр. Кашни ялтах çутă пур, анчах та хăшпĕр урамсенче пурăнкансем ыйтнипе ку ыйту патне тепĕр хут таврăнмалла пулĕ», - терĕ Кукашни ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Светлана Емельянова.

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
27 марта 2021
08:54
Поделиться