Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрре курсах савнă, куçран çухатман

Николай тата Ильза Лаврентьевсем Ильменкасси ялĕнче пурăнаççĕ. Вĕсем çемье çавăрни нумаях пулмасть 50 çул çитрĕ. Çур ĕмĕр хушши пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пырса çемьене, хуçалăха малалла аталатарнă.

Николай Александровичăн йăмăкĕ Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш училищăра плиточника вĕреннĕ. Унпа пĕрле Канаш районĕнчи Кайри Ăнтавăш ялĕнче çуралнă Ильза ятлă хĕр ăс пухнă. Хĕрачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреме тытăнаççĕ. Николай илемлĕ те сăпайлă хĕре пĕрре курсах савать, унтанпа вăл ăна куçран çухатмасть.

Училище вĕренсе тухнă хĕрсене ушкăнĕпех Ульяновск хулине Ленин мемориалне хăпартма яраççĕ. Николай юратнă хĕрĕ хыççăн çул тытать, вăл та унта ĕçлеме тытăнать. 1971 çулта çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Тăватă уйăхран тăван тăрăха таврăнаççĕ.

Çамрăк мăшăр Хуракассинче ĕçлеме тытăнать: Николай - трактористра, Ильза - садикре. Лаврентьевсен çемьинче - тăватă ывăлпа пĕр хĕр. Паянхи кун Коля пиччепе Эльза аппана (ял хушшинче çапла чĕнеççĕ) çичĕ мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнукĕ савăнăç кÿреççĕ.

Нумаях пулмасть Лаврентьевсем çемье чăмăртаннăранпа аллă çул çитнине паллă турĕç. Çак сумлă юбилей ячĕпе вĕсене Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Мустаевăн саламлă Çырăвĕпе чысларĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Рена Кольцова мăшăра çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕр сунса саламларĕ. Çавăн пекех çур ĕмĕр пĕрле пурăнакан мăшăра «Сентреш» ушкăн юрă ярăмĕ парнелерĕ.

В. КУРАКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
27 марта 2021
08:55
Поделиться