Ăслăлăха ÿстереççĕ
2020 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа Кукашнири вăтам пĕлÿ паракан шкулта «Ÿсĕм пăнчи» центр ĕçлет. Вăл шкул ачисене хальхи технологисемпе тата гуманитари ăслăлăхĕсемпе кăсăкланма пулăшать.
Ачана аталантарма тĕрлĕ ĕç-хĕле хутшăнтармалла. «Ÿсĕм пăнчи» класĕнче шкул ачисем тăтăшах «Робототехника», «Конструировани тата моделировани», «3D моделировани» тата «Шкулти квадрокоптер» программăсемпе ĕçлеççĕ.
Вĕренекенсем хăйсен кăмăл-туртăмĕсене шута илсе робот техникин ансат механизмĕсене, вĕçев аппарачĕсен тĕрлĕ майĕсене тĕпчеççĕ, модельсем туса хатĕрлеççĕ. 3D принтер пулăшнипе шкул ачисем хатĕр детальсем çаптарса кăларма вĕренеççĕ.
Çĕнĕ программăсем вĕренекенсен шухăш-кăмăлне лайăхлатма, вĕсен пултарулăх ĕçне йĕркелеме, ăсталăха аталантарма май параççĕ.Палăртса хăварар, «Ÿсĕм пăнчи» классем «Вĕрентÿ» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртес шайра уçăлаççĕ.
Е. ЯСТРЕБОВА.