Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçлĕ çÿревре район аталанăвĕпе паллашрĕ

Юнкун Сĕнтĕрвăрри районĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков пулчĕ.

Ĕçлĕ çÿревĕн шайĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшаканĕ Олег Моляков, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев тата Сĕнтĕрвăрри хула администрацийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Сыройкин темиçе пысăк предприятие çитсе курчĕç. Унта вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç, тĕллевсене тата тĕп ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Çулçÿрев А.Г. Николаев СССР летчик-космонавтăн мемориал комплексĕнчен пуçланчĕ. Кунта хăнасем чап-лă ентеш тăпри çине чечексем хунă, вăл районта кăна мар, пĕтĕм çĕршыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнине аса илчĕç. Çавăн пекех комплекса юсаса çĕнетес ĕçĕн планĕсемпе паллашрĕç.

Малалла Анатолий Геннадьевич «НамЭко» тулли мар яваплă обществăра пулчĕ. Унта предприятийĕн ертÿçипе Александр Никаноровпа пĕрле хуçалăхăн кулленхи ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Малалла хăнасем «Марпосадкабель» предприятие çитсе унăн аталану çулĕсене сÿтсе яврĕç. «Промкомплект» пĕрлешÿре металл изделийĕсен производствипе паллашрĕç. «Русэк органикс» - ял хуçалăх валли удобрени тата хутăш туса илессипе Сĕнтĕрвăрри районĕнчи чи çамрăк предприятисенчен пĕри. Кунта хăнасем предприяти кăларакан продукципе паллашнă кăна мар, районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе килĕштерсе ĕçлемелли майсене те сÿтсе яврĕç. «Сĕнтĕрвăрринчи тип çу завочĕ» тата «Вител» тулли мар яваплă общество ертÿçисем хăнасене хĕвелçаврăнăш çăвĕ, артезиан шывĕ производствипе, крафт сăра туса илессипе, çавăн пекех тĕрлĕ уксус ассортименчĕпе паллаштарчĕç.

Хăйсен ĕç-хĕлĕнче тĕл пулакан тĕп йывăрлăхсем хушшинче ертÿçĕсем пысăк ăсталăхлă кадрсем, тавара вырнаçтармалли рынок çителĕксĕр пулнине, производствăна аталантарма май паракан субсидисем илнĕ чухне йывăрлăхсем сиксе тухнине, чĕр тавар тата материалсен хакĕсене ÿстернине палăртрĕç.

Унтан хăнасем районти краеведени музейне пынă, унта купца тата мещенсен пурнăçĕпе паллаштаракан пÿлĕмсенче пулнă, çавăн пекех районти тĕп библиотекăн çĕнелнĕ сăн-сăпачĕпе паллашрĕç.

Çулçÿреве пĕтĕмлетсе хăнасемпе район представителĕсем Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕн аталанăвĕн тĕп çулĕсене сÿтсе явассипе çавра сĕтел йĕркелесе ирттерчĕç.

 

А. МАКСИМОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
13 февраля 2021
13:53
Поделиться