«Обелиск» акци пуçланчĕ
Вăрçă çулĕсем инçерех те инçерех юла пуçларĕç. Çав пулăмсене хутшăннă, вĕсене паянхи кун асра тытакан çынсем çукпа пĕрех ĕнтĕ. Çĕршыв историйĕн-че юнпа çырăнса юлнă тапхăра çитĕнекен ăру валли палăксемпе обелисксем упраççĕ.
Октябрьскинчи вăтам шкулта вĕренекенсем Тăван çĕршыв аслă вăрçин паттăрĕсене халалланă асăну вырăнĕсене яланах пăхса тăраççĕ. Кĕрлĕ-çурлă çулçăсемпе çÿп-çапран тасатаççĕ, хĕлле юр хыраççĕ, митингсем вăхăтĕнче караулта тăраççĕ. Кĕскен каласан, çулталăкĕпех тирпей-илем кĕртессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Çак эрнере «Хĕвел ачисем» тимурсен отрячĕ «Обелиск» акцине пуçăнчĕ. Шĕнерпуç ялĕнчи «Вăрçăра пуçне хунă паттăр ял çыннисене» обелиск таврашне юртан тасатрĕç.
Пурте хавхаланса, усă кÿме пултарнăшăн савăнса, яваплăха туйса ĕçлерĕç. Акци малалла пырать, ыттисене те хастар хутшăнма чĕнетпĕр.
О. КИРИЛЛОВА.