Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Усал чирсене вăхăтра тĕпчесе палăртмалла

Республикăри онкологи диспансерĕн Е.Фирсова онколог тата И. Григорьева медицина сестри пирĕн район больницинче ытларикун йышăну ирттерчĕç.

Специалист 30 çынна, çав шутра усал шыçă ернине çирĕплетнĕ çынсене, уйрăм тимлесе тăракан ушкăнри пациентсене йышăннă, кирлĕ сĕнÿсем пама пултарнă. Çавăн пекех онколог патĕнче диспансери сăнавĕнче тăракансене тĕрĕсленĕ. Йышăннин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх икĕ çынна шыçă патологине тĕпчеме онкодиспансера янă.

Тухтăрсем тухса çÿремелли мел «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн йĕркипе пурнăçланать. Ку майпа ял тăрăхĕсенче пурăнакан çынсене кирлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ.

Н. ФЕДОРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
30 января 2021
11:51
Поделиться