Прокопий Шоклев - паттăр салтак
Вăта Пукаш çынни Прокопий Михайлович ШОКЛЕВ – вăрçă витĕр тухнă салтак. Паттăрлăхĕпе хăюлăхĕшĕн вăл орден-медальсене тивĕçнĕ. Каярах ашшĕн асаилĕвĕсем ачисен асĕнче яланлăхах юлнă. Унăн хĕрĕ Чумакова Тамара Прокопьевна ашшĕ çинчен пире каласа панисем хут çинче çырăнса юлччăр терĕм.
Прокопий Шоклев 1918 çулта Вăта Пукашра колхозниксен çемйинче çуралнă. 1939 çулта 21 çулти Пракух (ялта çапла чĕннĕ) авланать. Ялти промысла артелĕн пуçлăхĕн Петров Петр Петровичăн хĕрне, Ульянăна, качча илет. Çамрăксем иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ. Вĕсем уйрăлса тухса урам вĕçĕнче пÿрт лартаççĕ. Хуçалăх çавăрма вĕсене тăванĕсем те пулăшаççĕ. Тепĕр çултан çемье йыш хушать. Ывăл çуралнăшăн питĕ савăннă вĕсем. Пĕчĕк Коля икĕ уйăхра чухне Пракух салтака каять, Кавказра хĕсметре тăрать.
1941 çулта унтан вăл тÿрех вăрçăна лекет, тăшманпа харсăррăн çапăçать. Темиçе хут та аманать ентешĕмĕр, госпитальсенче сывалнă хыççăн каллех фронта каять. Орел-Курск пĕккинчи хаяр çапăçăва та хутшăннă вăл.
1945 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Кенигсберг хулине илнĕ чух Прокопий тепĕр хут аманать. Снаряд осколокĕ лекнипе сылтăм ури айăпланнă, утайми пулса çулталăк ытла госпитальте выртнă вăл. Суранĕ çаплах юхнă, ури тÿрленмен, тухтăрсем татасшăн та пулнă, анчах вăл хирĕçленĕ. 1946 çулта, костыльпе утма хăнăхнăскере, килне ăсатаççĕ.
Паттăр салтак яла кăкăр тулли орден-медальпе таврăнать. Ури ыратнăран икĕ çул ĕçлемесĕр пурăнать. Кайран, уксахласа утнă пулин те, ĕçе тытăнать. Малтан бригадирта, унтан промысла артелĕнче вăй хурать. Çемье те пысăкланать: Евгений, Тамара, Валентин çуралаççĕ. Вĕсем çитĕнсе çемьеллĕ пулнă, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă.
Прокопий Михайлович 1957 çулта (кĕçĕн ывăлĕ çуралнă çул) пурнăçран уйрăлнă. Паттăр салтакăн, вăрçă ветеранĕн тĕрлĕ медальсем пур. Орденĕсем йышĕнче вара çаксем: иккĕмĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр тата виççĕмĕш степеньлĕ Хисеп палли орденсем.
Л. АНДРЕЕВА.