Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ун тĕррисенче – тавралăх илемĕ

Шĕнерпуç ялĕнче пурăнакан Зоя Прокопьевна МАРТЫНОВА тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе палăрса тăрать. Нумаях пулмасть вăл 86 çул тултарчĕ. Апла пулин те вăл ăсталăхĕпе те, ăсхакăл пуянлăхĕпе те яланхиллех çынсене савăнтарать.

Маттур хĕрарăмăн алли-ури теме те ăста. Пурнăç тĕрлĕ ĕçе вĕрентнĕ ăна. Тăхăр ачаллă çемьере ÿснĕ вăл. Ашшĕсĕр тăрса юлсан ачаллах çĕвĕ ĕçне вĕреннĕ. Япаласем çĕлесе Сĕнтĕрвăрри пасарне сутма çÿренĕ. Çичĕ çулта чухнех карçынккасем çыхма вĕреннĕ. Çамрăклах нянькăра ĕçленĕ, укçине амăшне парса тăнă. Çемьене тăрантармалла пулнăçке. Пушă вăхăтра вара салфеткăсем, алшăллисем тĕрленĕ, кĕпесем çĕленĕ. Эрне хушшинче вунă кĕпе таран çĕлесе сутнă вăл. Ывăнма та пĕлмен Зоя, йывăр пулсан та шарламан. Ашшĕ вăрçăра Тула хули çывăхĕнче пуçне хунă. Йывăрлăхра вĕсем çапах та хуçăлман, чăтса ирттернĕ. Ашшĕн, Прокопий Иванович Ивановăн, фронтран янă виçкĕтеслĕ çырăвĕ-сене паянхи кун та упрать вăл.

Зоя Прокопьевна картинăсем тĕрлеме ăста. Вĕсене пăхса пурте тĕлĕнеççĕ. Ăçтан кăна çавăн чухлĕ чăтăмлăх, вăй-хал çитеретши! Вăл çутçанталăк пуянлăхĕпе илемне, чĕрчунсене, юмахри сăнарсене тĕрлеме юратать. Ун патĕнче хăнара пулакансем тÿрех юмах тĕнчин тыткăнне лекеççĕ, мĕншĕн тесен пур çĕрте те илемлĕ картинăсем çакăнса тăраççĕ. Ачаран арçын ĕçне хăнăхнăскер картинăсен рамисене те хăех тăвать. Унăн ĕçĕсене пĕрре мар районти тата республикăри конкурссене тăратнă. «Тĕрĕ» номинацире хутшăнса Чăваш Республикин Культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин 3-мĕш степенлĕ Дипломне те тивĕçнĕ вăл.

Соня аппа (çапла чĕнеççĕ ăна ялта) пурнăçа юратакан мал ĕмĕтлĕ хĕрарăм. Пурнăçне тунсăхпа тĕксĕм-летмест, ял клубĕ çумĕнчи «Илем» коллективăн йышĕнче чăваш юррисемпе киленет.

Çуралнă кун Зоя Прокопьевнăна республикăри ветерансен Канашĕн президиумĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Ку хисепе вăл ветерансен юхăмне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, обществăлла пурнăçра хастар пулнăшăн тивĕçнĕ. Ял клубĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те асăнмалăх парнепе хавхалантарчĕ. «Пурнăç начар тесе нихăçан та ан ÿпкелешĕр. Пурăнăр, савăнăр, хавхаланăва ĕçре тупăр», - терĕ хăнасене 86 çулхи Соня аппа.

 Э. НИКОЛАЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 января 2021
13:05
Поделиться