Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хутлăхри черетлĕ лару

Виçĕмкун Октябрьски ял тăрăхĕн администрацийĕн акт залĕнче «Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ял хутлăхĕн 2021 çулхи тата планпа пăхнă 2022-2023 çулсенчи бюджечĕ çинчен» проекта сÿтсе явас енĕпе халăхпа пуху ирттернĕ. Çак ыйтупа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Кураков тĕп докладпа тухса калаçрĕ.

Ял тăрăхĕн бюджечĕн тупăшĕсен тата тăкакĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшне 2021 çул валли 6416,5 пин тенкĕ, 2022 çул валли – 6628,2 пин тенкĕ, 2023 çул валли – 6601,8 пин тенкĕ палăртса хăварнă. Владимир Федотович хутлăх бюджетне 2021-2023 çулсенче ытти пур шайри бюджет тытăмĕсенчен кĕрекен дотацисем, субсидисем тата субвенцисем çинче чарăнса тăчĕ. Малалла поселени бюджечĕн тăкакĕсен калăпăшне йĕркелессипе паллаштарчĕ. Ял тăрăхĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкакĕсен шутĕнче управлени тытăмĕнчи, культура, наци хăрушсăрлăхĕ, наци экономики шайĕнчи, инфратытăма, физкультурăна аталантарас енĕпе кĕртнĕ укçа-тенкĕ калăпăшĕ те пĕлтерĕшлĕ.

Хăйĕн докладĕнче Владимир Федотович Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ял тăрăхĕн бюджетне Раççей Федерацийĕн Бюджет кодексĕпе палăртнă требованисемпе килĕшÿллĕн йĕркеленине палăртрĕ. Халăхпа итленине хутшăнакансем ял тăрăхĕн бюджечĕн проектне ырлама тата ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче уншăн сасăлама йышăннă. Çавăн пекех В. Кураков ял тăрăхĕн депутачĕсене удостоверенисем парса тивĕçтерчĕ те ăнăçу сунчĕ.

Р. КАЛИНИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
19 декабря 2020
14:44
Поделиться