Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕле кĕриччен ĕлкĕрчĕç

Турханкасси ялĕнчи Шкул урамĕнче вырнаçнă кулата юпи тата тăррийĕ юрăхсăра тухнăранпа самай вăхăт иртнĕ. Нумаях пулмасть ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕç тăрăшуллă çынсем.

«Икĕ çул çитрĕ çак кулата юрăхсăра тухни. Йывăр ĕç те мар ĕнтĕ, анчах ăна йĕркене кĕртесси çак тарана тăсăлса кайрĕ. Кунта пурте пенсионерсем пурăнаççĕ. Хăшĕ-сем хăйсен картишĕсенче кулата чавтарнă, çавна май шыв ăсаканĕ те сахал. Эпĕ пĕчченех пурăнатăп, мана та нумай шыв кирлĕ мар, анчах ăна пурпĕр ăçтан та пулин ăсмалла-çке. Килте кулата çуккисем те кунтах килеççĕ. Çитменнине юхăнчăкскер урама илемсĕрлетсе ларать», - тет асăннă йĕркесĕрлĕхе пĕтерессишĕн тăрăшса çÿренĕ Ирина Герасимова.

Кулатана тирпей-илем кĕртме кирлĕ материалсене ял хутлăхĕн администрацийĕ парса пулăшнă. Çапла вара ку урамра пурăнакансем хĕле кĕриччен кулата юписене улăштарнă, тăррине витнĕ. Çуркунне йĕри-тавра карта тытма палăртнă. Ун валли те материалсем хатĕр.

«Палăртнă ĕç пурнăçа кĕнĕшĕн савăнатпăр. Пулăшакансене те асăнса хăварас килет. Олег Павлов, Геннадий Краснов, Сергей Федотов, Виталий Пахомов тăрăшса ĕçлерĕç. Çавăн пекех Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхне Виталий Иванова тата район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне Анатолий Афанасьева пирĕн ыйтăва татса пама пулăшнăшăн пысăк тав тăватпăр», - кăмăлпа вĕçлерĕ сăмахне Ирина Михайловна.

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
05 декабря 2020
11:13
Поделиться