Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕк ялти пысăк пулăм

Кăçалхи çул республикăри ялсемпе хуласемшĕн çĕнĕлĕхсем сахал мар пулчĕç. Чи паллисенчен пĕри - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн хушăвĕпе ялсене 100 пин тенкĕ укçа уйăрса пама йышăнни. Регион пуçлăхĕ ăна Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнă уявпа çыхăнтарнă.

Пирĕн районти Уй Пилемĕч ялĕнче пурăнакансем Аслă вăрçăра вилнĕ паттăрсене чысланă палăка юсама тахçанах шутланă. Анчах вăл е ку сăлтава пула ĕç малалла каяйман. Олег Николаев хушăвĕ çинчен пĕлсен, ял çыннисем пуçтарăнса асăннă укçа-тенкĕне çĕнĕ палăк лартма усă курас тесе йышăннă.

Çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ хулара пурăнакан Николай Васильев тата Иван Семенов хаяр вăрçă хирĕнчен таврăнайман салтаксем çинчен архивра упранса юлнă даннăйсене пухнă. Унпа пĕрлех вĕсем вăрçăран таврăннисен хушамачĕ-ячĕсене те тĕпрен тĕпчесе çĕнетнĕ. Ял халăхĕпе пуху ирттерсе пулас палăкăн проектне сÿтсе явнă, унăн вырăнĕ ăçта пулассине çирĕплетсе хăварнă.

Палăртса хăварас пулать, Уй Пилемĕч ялĕнче пурăнакансем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр сăмах тупса пурăннипе уйрăлса тăраççĕ. Хуйхă-суйхăна та, савăнăçа та пĕрле пайлаççĕ вĕсем. Çавна пулах пуçланă ĕçсене ăнăçлă вĕçлени палăрса пырать ял-йышăн. Палăк лартас ĕçе вĕсем хавхаланупа хутшăнчĕç, паттăрсен ячĕсене палăк çинче ĕмĕрлĕхе хăварассишĕн кашниех яваплăх туйрĕç. Строительствă ĕçĕсене пурнăçлама çак ялта çуралса ÿснĕ Алексей Юнусов уйрăм предприниматель пулăшнă. Ял старости, вырăнти депутат халăхпа пĕрле тăрăшса ĕçлени палăк хăпартса лартнă тапхăрта çав тери вырăнлă пулнă.

Хавхалануллă та мăнаçлă кăмăлпа нумаях пулмасть Уй Пилемĕчре асăннă пулăма палăртма пухăнчĕç. Палăка уçма Карапаш ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ольга Мартьянова, район Пухăвĕн депутачĕ Владислав Самойлов, «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕхĕн пайташĕ-НКТВ компанин ертÿçин çумĕ Николай Васильев, ял-йыш тата хăнасем хутшăнчĕç.

Ял администацийĕн грамотисене Иван Семенов, Владимир Филиппов, Юрий Памиков, Любовь Почемова тивĕçлĕ пулчĕç. «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕх ячĕпе хатĕрленĕ Тав çырăвĕсемпе Юрий Памиков, Иван Почемов, Алексей Юнусов, Александр Семенов хастарсене тивĕçтерчĕç. Район Пухăвĕн депутачĕ Владислав Самойлов ял çыннисене пархатарлă ĕç туса ирттернĕшĕн тав сăмахĕсем каларĕ, малашне те çапла пĕрле тăрăшса курăмлă ĕçсем тăвасса шаннине палăртрĕ.

 

О. СЛАВИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 ноября 2020
08:56
Поделиться