Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чул çине ĕмĕрлĕх çырăннă ят

Атте-анне ытамĕнче тата асатте-асанне юмахĕсене итлесе ÿснине мĕн çиттĕр. Çывăх çынсен ăс-хакăл пуянлăхне ăша илекен, ăса хывакан çынран пуянни çук пулĕ. Мана вара асаттене курма тÿр килмен. Унпа эпĕ сăнÿкерчĕк урлă çеç паллашнă.

Манăн асатте, Иван Ерофеевич КОЛЕСНИКОВ, 1899 çулта Турханкасси ялĕнче çуралнă. Икĕ вăрçăра пулнă вăл: Граждан вăрçинче тата 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче. Иккĕмĕш хутĕнче хăй ирĕкĕпе фронта кайнă асатте тăван килне таврăнайман. Унăн ячĕ ĕмĕрлĕхех чул çинче çырăнса юлнă.

Асаттен пĕр сăнÿкерчĕкĕ халĕ те упранать. Ун çинчен пĕррехинче атте çапла каласа панăччĕ. «Аслаçу Граждан вăрçинче артиллерист пулнă, унтан инвалид пулса таврăннă. Каярах майĕпен ураланнă. Вăрçă пуçлансанах фронта илсе кайман ăна. Граждан вăрçинче опыт пухнăскере районти Çар комиссариачĕ çамрăксене çар ĕçне вĕрентме шанса панă. Çапла вара вăл Атăл хĕрринче вырнаçнă Ураково ялне (12 çухрăм) çурран çÿренĕ, фронта валли пулас салтаксене хатĕрленĕ. Пĕррехинче урисене çăпата сырнă аттене военкомат ĕçченĕ атă илсе тăхăнма сĕннĕ. Аслă çынна, опытлă вĕрентекене пулас салтаксем умĕнче çăпатапа çÿреме аван мар тесе асăрхаттарнă. Çавăн хыççăн вара атте атă туяннă. Кайран унпах вăрçăна кайнă. Акă, кунта шăпах çав атăпа ларать», - кăтартрĕ ун чухне атте аллинчи сăнÿкерчĕке.

1942 çулта асатте хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять. Смоленск (халĕ Калуга) облаçĕнчи Брынь ялĕ çывăхĕнче пынă хĕрÿ çапăçусем вăхăтĕче, 1943 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче, йывăр аманать. Тепĕр икĕ кунтан госпитальте вилет. Часах усал хыпар тăван килне, Пелагея мăшăрĕпе ултă ачи патне, çитет. Çапла вара йывăр пурнăçăн йÿçекне вĕсен çемйинче кашниех тутанать.

Асаттен виçкĕтеслĕ çырăвĕсене асанне 1966 çулччен пÿрт тăрринче усранă. Атте каланă тăрăх, çĕнĕ пÿрт лартнă çулхине çухалнă вĕсем. Кивĕ пÿрте ватнă чух платниксем çырусен çыххине тупсан асаннене кăтартнă. Вăл çырусене курсан чăтаймасăр макăрса янă та пĕр сăмах чĕнмесĕр пÿрте кĕнĕ. Лешсем нимĕн тума аптăраса çыхăна кÿршĕсен пахчинелле ывăтнă иккен. Асанне малашне те хурланса йĕресрен çапла тунă ĕнтĕ вĕсем. Анчах питĕ шел, асатте аллипе çырнă вăрçă хыпарĕсене, унăн çав вăхăтри шухăш-кăмăлне пĕлни маншăн мĕн тери паха пулнă пулĕччĕ!

Пирĕн асатте, Колесников Иван Ерофеевич, Калуга çĕрĕнче тăванла масар çинче выртать. Унта 570 паттăра халалласа пысăк мемориал комплексĕ лартнă. Пĕлтĕр кĕçĕн мăнукĕ Денис унта çитсе килчĕ. Кăçал унпа пĕрле Анастасия тата Людмила кĕçĕн мăнукĕсем те Брынь ялĕнче пулнă, мăн аслашшĕн ятне палăк çинче тупса вуланă, ун умĕнче пуç тайнă. Хăйсем курса çÿренине пире мăнаçлă туйăмпа каласа пачĕç.

Асаттен ачисем улттăшĕ те пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Анчах вăрçă хирĕнче хастаррăн çапăçнă салтакăн неселĕ хунавлă: 20 мăнук, 34 кĕçĕн мăнук, тăваттăмĕш сыпăкри кĕçĕн мăнукĕсем – 15. Эпир пурте унпа мăнаçланатпăр. Пирĕн çывăх çыннăмăр Çĕнтерĕве çывхартма, чăннипех те, пысăк тÿпе хывнă: малтан фронта валли салтаксене хатĕрленĕ, кайран хăй те тăшманпа хăюллăн çапăçнă. Тăван çĕршыва ирĕке кăларассишĕн, пулас ăрусем валли мирлĕ пурнăç тăвассишĕн пуçне хунă ытти ентешсем пекех унăн ячĕ вилĕмсĕр. Эпир ăна яланах асра упратпăр. Вăл çулсеренех Çĕнтерÿ уявне халалланă парадра «Вилĕмсĕр полк» йышĕнче «утать».

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 ноября 2020
08:59
Поделиться