Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Палăк уçрĕç

Ял тăрăхесене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пирĕн районта тĕрлĕ йышши ĕç-пуç йĕркелесе ирттереççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн йышăнăвĕ тăрăх, Чăваш Автономийĕ 100 çул çитнине халалласа халăх пурăнакан вырăнсене хăтлăх кĕртме тата аталантарма кашни яла 100 пин тенкĕ уйăрнă. Шĕнерпуç ялĕнче пурăнакансем «Совет влаçĕшĕн 1921 çулта вилнĕ Тăвансен вилтăпри» палăк лартассишĕн сасăланă. Çак кунсенче ял тăрăхĕнче çав палăка уçнă. Шĕнерпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Семен Назаров, çарпа учет сĕтелĕн специалисчĕ Дина Иванова тухса калаçрĕç. «Тăвансен вилтăпри» палăк çине чечексем хучĕç, пĕр самантлăха шăп тăчĕç.

И. АНДРЕЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
07 ноября 2020
11:04
Поделиться