Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем – канура, вĕрентекенсем – ăмăртура

Иртнĕ ытларикун Раççейре Халăхăн пĕрлĕхлĕ кунне паллă турĕç. Пирĕн ра-йонта та çак уява халалланă мероприятисем иртрĕç. Уйрăмах культура ĕçченĕсемпе библиотекарьсем ăна пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Вĕрентÿ организацийĕсем вара çак кун 1-мĕш номерлĕ гимназире çăмăл атлетикăпа спорт ăмăртăвĕ йĕркелерĕç.

Халăхăн пĕрлĕхлĕ кунне халалланă мероприятие 90 çын ытла хутшăнчĕ. Пухăннисене район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Светлана Арсентьева саламларĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, ăмăртусенче çĕнтерме ăнăçу сунчĕ.

Шкулсемпе ача сачĕсен ĕçченĕсем хăйсен вăй-халне, ÿт-пÿпе чун çирĕплĕхне, спортри çитĕнĕвĕсене тĕрлĕ вăйăсенче кăтартрĕç. Эстафета тата турник çинче туртăнассине уçă сывлăшра ирттерчĕç, отжимани тăвакансем тата дартс енĕпе ăмăртакансем спортзалта тупăшрĕç.

Хăвăрт чупассипе октябрьскисене çитекен пулмарĕ. Вĕсем эстафетăра çĕнтерчĕç. Çакăн пек пуласса пĕрре те иккеленмен иккен вĕсем. «Паянхи мероприятире пирĕн команда çĕнтерессе шаннă эпĕ, мĕншĕн тесен пирĕн коллектив спортпа питĕ туслă. Эстафетăна хутшăннă Э.В. Тимофеева,

Г.А. Максимова яланах малтисен шутĕнче. Вĕсем район шайĕнче иртекен кашни спорт мероприятинех хастар хутшăнаççĕ. Уйрăмах хоккей вăййине кăмăллакан шкул директорĕ А.Н. Охоткин та пирĕнпе пĕрле чупрĕ. Вăл яланах ĕç коллективне сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарать. Районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ çакăн пек спорт ăмăртăвĕ йĕркелени çав тери аван. Ачасем халĕ каникулта, хамăр вара – ăмăртура. Çакнашкал тĕлпулусем пире ĕçтешсемпе курса калаçма, ăмăртма май параççĕ», - тулли кăмăлпа пĕлтерчĕ Октябрьскинчи вăтам шкулăн физрукĕ Николай Мешков.

Иккĕмĕш вырăна «Солнышко» ача сачĕн, виççĕмĕш вырăна Хуракасси шкулĕн командисем тухрĕç.

Ытти вăйăсен çĕнтерÿçисемпе те паллаштаратпăр. Турник çинче туртăнакансем тата отжимани тăвакансем икĕ категорире ăмăртрĕç: пĕрремĕш ушкăнра 20-35 çулхисем пулчĕç, иккĕмĕшĕнче - 35 çултан аслăраххисем. Турник çинче туртăнассипе чи пултаруллисем Н.С. Алаев (Хуракасси шкулĕ) тата Г.В. Филимонов (Кукашни шкулĕ) пулса тăчĕç. Отжимани тăвассипе телей çăлтăрĕ Урхас Кушкă шкулĕнчи А.П. Соколовашăн тата 1-мĕш номерлĕ гимназири Т.В. Шакамановашăн çуталчĕ.

Дартс енĕпе ăмăртассиче Д.Ю. Кириллов (Шуршăл шкулĕ) тата В.М. Карпов (Сĕнтĕрпуç шкулĕ) чи ăнăçлисем пулчĕç.

Асăннă мероприятипе районти вĕрентекенсен спартакиади хупăнчĕ. Вĕсене малашне те ĕçре, спортра çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Н. СЕМЕНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
07 ноября 2020
11:03
Поделиться