Вăрçă шавĕ çитмен чикĕсем
Юнкун Чăваш Республикинче «Строителям безмолвных рубежей» Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне асăнса халалланă мероприятисен ярăмĕ иртнĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тылра пулса иртнĕ историн паха та кăтартуллă страницисенчен пĕри Хусан хÿтĕлев чиккисен йĕрне тума тытăнни. Пирĕн ентешсем Аслă Çĕнтерĕ-ве çывăхлатма пулăшнă. Оборона рубежĕ тума 1941-мĕш çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче нимĕç çарĕсем Мускав çывăхнех çитсе тăнă вăхăтра пуçланнă. Пирĕн районта оборона линийĕ Карапаш, Кĕчкей, Октябрьски ялĕсем тăрăхĕпе иртнĕ.
Сĕнтĕрвăрри районĕ асăннă мероприятинче хутшăнса çав çулхи пĕр куна сăнласа кăтартрĕ. Чикĕсене чавнине кăтартма Кĕчкей ялĕ çумĕпе иртнĕ хÿтĕлев йĕрне суйласа илнĕ, ĕç-пуçа унта йĕркелесе ирттернĕ.
Паллă куна асăнса Кĕчкей ялĕнче митинг ирттернĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-культурăпа социаллă аталану пайĕн ертÿçи Елизавета Матюшова, Карапаш ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ольга Мартьянова, Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Рена Кольцова, районти пĕрлештернĕ клуб системин тытăмĕнче вăй хураканĕсем, ял çыннисем хутшăнчĕç. Пухăннисем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче пирĕн ентешсен ĕç паттăрлăхне асра тытмаллине тепĕр хут çирĕплетсе хăварчĕç.
О. СЛАВИНА.