Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Канăçсăр чĕреллĕ çын

Çак кунсенче Сĕнтĕрвăрри районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Ăстакасси ялĕнче пурăнакан Нестер Петрович Иванов 95 çулхи юбилейне палăртрĕ. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ вун-вун çул хушши ачасене вĕрентсе ÿстерессипе çыхăннă. Çакă çыннăн йĕркелĕхĕ, хăйĕн ĕçĕ çине чунтан парăнса пăхни çамрăк ăрушăн яланах лайăх тĕслĕх пулнă.

Нестер Петрович Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ. 1941–мĕш çулта Улатăрти чукун çул станцийĕнче паровоз машинисчĕн пулăшаканĕ пулса ĕçлеме пуçланă. Аслă вăрçă пĕтсен Канашри учительсен институтне «вырăс чĕлхипе литература» факультетне вĕренме кĕнĕ. Учитель ĕçне Нестер Иванов Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнчи шкулта пуçланă. Ĕçленĕ вăхăтра вăл хăйĕн пулас арăмĕпе, çак шкултах математика вĕрентекен учительницăпа Валентина Тихоновăпа паллашнă.1956 çултан пуçласа 1964–мĕш çулчен Н. Иванов Вăрмар районĕнчи Текеш ялĕнчи шкулта вăй хунă. Кайран вара 16 çул хушши Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кушник ялĕнче пуçламăш классенче вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Ĕçе час-часах çурран çÿренĕ. 1986 çулчен арăмĕпе иккĕшĕ те Кĕçĕн Ăстакасси шкулĕнчи ĕçленĕ. Пĕрле общество ĕçне хастар хутшăннă, Ăстакасси клубне юрлама çÿренĕ.

Нестер Петровичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 45 çул ытларах, 36 çул шкулта учитель пулса ĕçленĕ. Вăл «Ĕç ветеранĕ», «1941-1945 çулсенчи вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», вăрçă пĕтнĕренпе кăларнă юбилей медалĕсене тивĕçлĕ пулнă, вĕренÿ енĕпе ĕçлекен Министерствăн Республикăри тата районти грамотисем те сахал мар унăн.

Нестер Петровичпа Валентина Алексеевна пурнăç çулĕпе 67 çул алла-аллăн тытса утаççĕ. Çемьери хак-лăхсене сыхласа пынăшăн вĕсене «Юратупа шанчăк-лăхшăн» обществăллă медальпе чысланă. Мăшăр тăватă ача çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Ивановсен çичĕ мăнук тата тăватă пĕчĕк мăнук. Тăванĕ-сенчен нумайăшĕ хăйсен пурнăçне ашшĕ-амăшĕ хыççăн кайса ачасене вĕрентес ĕçе халалланă.

Хăйĕн çулне кура мар Нестер Петрович яланхи пекех хаваслă та хастар, иртнĕ пурнăçри пулăмсене пурне те астăвать. Ивановсен хăйсен пахчинче май килнĕ таран тăрăшаççĕ, хуçалăх ĕçне тăваççĕ. Вĕсем йывăрлăхсем пирки ÿпкелешмеççĕ, кулянмаççĕ, кашни куншăн савăнаççĕ. Юбилей ячĕпе ашшĕне ачисем ăшшăн саламларĕç. Атăлçи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А. Архипов Раççей Президенчĕн В. Путинăн тата Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн В. Мустаевăн саламлă сăмахĕсене илсе çитерчĕ. Ăстакасси вулавăш çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ вара юбиляра чăваш халăх юррисене юрласа савăнтарчĕ.

 

И. ПЕТРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
31 октября 2020
10:56
Поделиться