Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕмĕчĕ пурнăçланнă

Çиччĕмĕш класра вĕренекенсене «Эсĕ кам пулма ĕмĕтленетĕн?» темăпа сочинени çырма парсан, вăл хăйĕн шухăшне уççăнах каласа панă. «Эпĕ тракторист пуласшăн, совхоз уйĕсене сухаласшăн» тесе çырнă Хуракассинчи Николай ГЕРОНТЬЕВ. Вĕрентекен унăн шухăшне ырланă. «Ял çыннине кирлĕ специальнăç, вĕрен, ĕмĕтÿ пурнăçлантăр санăн» тесе хавхалантарнă Николая.

Чăнах та, хăшĕсен ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕреççĕ. Сĕнтĕрвăрринчи техучилищĕне пĕтерсен çамрăк каччăна «Эльбарусовский» совхозра трактор шанса параççĕ. Техникăна тирпейлĕ тытнă Николай. Ĕççи вăхăтĕнче ăна юсаса вăхăт ирттерес мар тесе тракторне тимлесех тăнă çамрăк механизатор.Техника ванмасăр ĕçленине кура ĕç нормине яланах ирттерсе тултарнă, чи пултарулли пулнă.

Ĕçри хастарлăхшăн Николай Серапионович тĕрлĕ грамотăсемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ.Чи пысăк награда вара «Хисеп палли» орден илни.

Халĕ Николай Геронтьев утмăл иккĕри пенсионер. Альбина мăшăрĕпе виçĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Хĕрĕсем мăшăрланса хăйсен çемйисемпе хулара пурăнаççĕ. Хуракассинче пурăнакан ашшĕ-пе амăшне манмаççĕ, кану кунĕсенче килсе пулăшаççĕ.

Л. АНДРЕЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
24 октября 2020
11:09
Поделиться