Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Депутатсен ларăвĕ иртрĕ

Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кукашни ял тăрăхĕнче юнкун вырăнти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Ларура конкурс комиссийĕн Председателĕ конкурсăн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнас тесе икĕ кандидат документсем панă. Конкурс комиссийĕн председателĕ кандидатсене хăйсен программипе паллаштарма сĕннĕ. Кукашни ял хутлăхĕн Уставне тĕпе хурса, кандидатсене итленĕ хыççăн ял хутлăхĕн пуçлăхĕн должноçне Светлана Юрьевна Емельяновăна суйланă. Ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем пуçлăха суйланнă Светлана Юрьевнăна саламларĕç, малашнехи ĕç-пуçа палăртса хучĕç.

О. СЛАВИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
24 октября 2020
11:07
Поделиться