Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленеççĕ

Районти ял хуçалăх организацийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсенче кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.

Паянхи куна Сĕнтĕрвăрри районĕнче 9482 га çинче вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ. Ку кăтарту планпа пăхса хунин 100% танлашать. Тырă тата пăрçа йышши культурăсене 9482 га çинче çапса илнĕ, çав шутра тулă – 4765 га, сĕлĕ – 4211 га çинче. Вăтам тухăçлăх гектартан 31,5 центнерпа танлашать, çав шутран тулă тухăçлăхĕ – 33,5 центнер, сĕлĕн – 30,4 центнер.

Çĕрулми лартса ÿстермелли пĕтĕмĕшле лаптăк 79 га танлашать. Районти хуçалăхсенче асăннă культурăна уй-хирсенчен пухса кĕртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» тухăçлăхĕ гектартан 265,3 центнерпа танлашать. Пахча-çимĕç пуçтарса кĕртес ĕçе 14 га çинче вĕçленĕ, ку вăл планпа пăхса хунин 100%.

Çавăн пекех кĕрхи культурăсем валли 1203 гектар çĕр сухаланă. Кĕрхи культурăсене районта пурĕ 245 гектар çинче акнă.

Выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлессин кăтартăвĕсем çакнашкал: сенаж 7649 тонна (планпа пăхнин 100,8%), силос 9760 тонна (70,7%) хатĕрленĕ. Утă хатăрлессин кăтартăвĕ планпа пăхнинчен 142,4% ытларах, е 7649 тоннăпа танлашать.

Ф. ЗЕЙНЕТДИНОВ.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 октября 2020
08:22
Поделиться