Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватă çынна – ăшă сăмах

«Вăрçă ачисем» саккуна йышăннăранпа нумай çын удостоверенисем илчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче тылра вăй хунине тивĕçлипе хак пани ватă çынсемшĕн çав тери паха.

Эпĕ 1941 çулхи нарăс уйăхĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă чухне 4 уйăхри ача пулнă. Çăмăл пулман вăрçă ачисен пурнăçĕ...

Аттепе анне, Степан Михайловичпа Мария Макаровна Василевскийсем, 1927 çулта мăшăрланнă. Атте хăйĕн çемйинче чи кĕçĕн ывăл пулнă,çавăнпа вĕсен тĕп килтен уйрăлса тухма тÿр килнĕ. Анчах çав çулсенче ĕç тăвакан комитет çĕнĕрен çĕр лаптăкĕсем уйăрса паман. Çавна май аттепе анне тăлăха юлнă, куçĕ япăхрах куракан хĕрача хуçалăхăнче пурăнма килĕшеççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса, килĕштерсе пурăннă. Евок аппа пирĕншĕн иккĕмĕш анне пекех пулнă.

Хаяр тăшман пирĕн çĕршыва хирĕç вăрçăпа тухсан аттене салтака илсе каяççĕ. Килте тăватă ача тата аттен шăлнĕ Гена юлаççĕ. Мĕнле ĕçлесе ĕлкĕрнĕ-ши çав вăхăтра анне? Пурне те тăрантмалла, тăхăнтармалла пулнă. Кантăр акса ÿстернĕ, ăна арласа, çип туса, пирне тĕртсе çи-пуç çĕлесе тăхăнтарнă пире анне. Колхозра пĕр кун сиктермесĕр вăй хунă, çуллахи вăхăтра аслăрах ачисене те пĕрер татăк çăкăршăн колхоз ĕçне явăçтарнă вăл.

Темле йывăр пулсан та анне ĕне те усранă. Пахчара çĕрулми ани самаях пысăк пулнă пирки утă çулмалли лаптăк сахалччĕ. Вăрмана кайса çĕклемпе курăк çулса килеттĕмĕр. Ку ĕçре пире, ачасене, Евок аппа пулăшса йĕркелесе пыратчĕ. Çавăн пекех кĕркунне аннене колхозри ĕç кунĕсене шутласа тырă арпи уйăрса паратчĕç. Çапла хĕл каçнă выльăх-чĕрлĕхĕ çав йывăр вăхăтсенче.

Анне кăçатă йăвалама та вĕреннĕ. Малтанах килтисем валли кăна йăваланă, каярахпа ял çыннисене те ăшă çăматăсемпе тивĕçтернĕ. Анне пирĕншĕн ырми-канми тăрăшни пире хавхалантарнă. Эпир кил хушшинчи ĕçсене вăй çитнĕ таран пурнăçласа пынă.

Вăрçă чарăнсан,1945 çулхи юпа уйăхĕнче, атте тăван киле таврăннă. Вăл колхозра бригадир пулса ĕçлеме тытăннă. Аттепе анне пире тĕрĕс çулпа утма вĕрентнĕ, тавах вĕсене. Паянхи мирлĕ пурнăçра ырă ĕçпе, кăмăллă сăмахпа пĕр-пĕрне ăшăтса пурăнар.

Р. МИХАЙЛОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
03 октября 2020
14:39
Поделиться