Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрçă паттăрĕсене – тимлĕх

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хаяр çапăçусене хутшăннисен шучĕ çулсерен сахалланса пырать. Вĕсене тимлĕх уйăрни - çав тери пархатарлă ĕç.

Атăлçи тăрăхĕнчи Ăстакасси ялĕнчи вулавăшра вăй хуракан И. Великанова тата культура ĕçне йĕркелекенĕ И. Иванова Раççей шайĕнче иртекен «Фронтовиксене - телефонсем» акцие хутшăнчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă Михаил Александрович Александров ветерана маттур культура ĕçченĕсем карас телефонĕ парнелерĕç. Волонтерсем ватă çынна телефонпа усă курмалли йĕркепе паллаштарчĕç. Вăрçă ветеранĕ волонтерсен пархатарлă ĕçне тав сăмахĕпе паллăртса хăварчĕ, хальхи пурнăçра ку çыхăну хатĕрĕ çав тери кирлине çирĕплетсе каларĕ.

И. СМИРНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
26 сентября 2020
15:34
Поделиться