Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ылтăн туйпа саламларĕç

Чăн-чăн юрату çирĕплĕхне çулсем иртнĕ çемĕн туйма пулать. Çирĕм,вăтăр, хĕрĕх çул пĕрле пурăнни çав тери нумай пек туйăнать. Енчен те мăшăр аллă çул хушши пĕрле пурăнса юрату туйăмне çухатман пулсан – ку çемье ылтăн пекех çирĕп тесе калама пулать. Шуршăл тăрăхĕнчи Кайри Шĕнерпуç ялĕнче пурăнакан Рафаилпа Людмила Петровсем нумаях пулмасть çемьен 50 çулхи юбилейне паллă турĕç.

Рафаил Петрович нумай çул хушши А.Г.Николаев ячĕллĕ колхозра водитель пулса тăрăшнă. Хăйĕн пархатарлă ĕçĕшĕн «Ударник коммунистического труда», «Лучший шофер района», «Победитель социалистического соревнования» ятсем тивĕçнĕ вăл. Мăшăрĕ, Людмила Николаевна, 28 çул хушши «Росгосстрах» страхлакан компани агенчĕ пулнă. Вăл «Лучший агент Госстраха» ятне, Раççейри страхлакан компанин Хисеп грамотине тата Хисеп паллине илме тивĕçлĕ пулнă.

Петровсем тăватă ача çуратса ура çине тăратнă, халĕ сакăр мăнукне пăхса куç тулли савăнаççĕ. Пушă вăхăта усăсăр ирттермеççĕ ватăсем. Людмила Николаевна ялти художествă пултарулăх ушкăнне хутшăнать. Рафаил Петрович пахчара тăрмашма юратать.

Сумлă та ĕçчен мăшăра Шуршăл ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Михаил Журавлев саламларĕ. Ăшă сăмахсемпе пĕрле Михаил Юрьевич мăшăра Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Мустаевăн, Шуршăл ял тăрăхĕн администрацийĕн Тав çырăвĕ-сене парса тивĕçтерчĕ.

Кайри Шĕнерпуç ялĕн старости Юрий Андреев çирĕп туйăмсем упраса хăварнă çемьене ял çыннисен ячĕпе салам сăмахĕсем каларĕ. Ялти культура çуртĕнче художествă пултарулăх ертÿçи пулса тăрăшакан Эльвира Николаева мăшăра Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хÿтĕлев министерстви тивĕçтернĕ сертификатсем парса хавхалантарчĕ. Палăртса хăварар, Петровсен çемйи «Семейное счастье» онлайн пултарулăх конкурсĕнчи тĕрлĕ номинацинче хутшăннă. Культура ĕçченĕ мăшăра малашне те хастар пулма сĕнчĕ, ашă сăмахсемпе саламларĕ.

 

Э. АНАТОЛЬЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
26 сентября 2020
15:35
Поделиться