Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пуласлăхпа çыхăнтаракан çулпа

Юлашки çулсенче Сĕнтĕрвăрри хулине 6 пин ытла турист килсе курнă. Пирĕн хулана тĕрлĕ транспортпа килме май пурри чăн та питĕ меллĕ. Ытларикун Сĕнтĕрвăрри районне шыв тăрăх пысăк хăвăртлăхпа çÿрекен транспортпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев килсе çитрĕ.

«Сĕнтĕрвăрри, Куславкка хулисене килсе куракан туристсен шутне çулсерен ÿстерсе пырас тесе çитес çул çакăн йышши шыв тăрăх ишекен трансорт маршрутне хута ярасшăн. Туристсене килсе курма сирĕн хулара истори тĕлĕшĕнчен паха объектсем чылай. Вĕсене юсаса çĕнетес ĕç «Ĕмĕрсене çыхăнтаракан çип» проектăн тĕллевĕнче палăрса тăрать. Çавăн пекех Атăл хĕррине тирпей-илем кĕртес, унта причал стенине вырнаçтарас тĕллев те проектпа килĕшÿллĕн пурнăçланĕ. Туризм отрасльне аталантарни района çĕнĕ инвестицисем явăçтарма май парĕ»,- тенĕ Олег Алексеевич.

Палăртса хăварар, туристсене хамăр пата илĕртме хулари ача-пăча паркĕ те çĕнелчĕ. Хула администрацийĕ плана кĕртнĕ пур объект та хăтлă паркра хăйĕн вырăнне вырнаçрĕ. Спорт хусканăвĕсем тумалли лапамра тĕрлĕ йышши оборудовани сывлăха çирĕплетме май парать. Ача-пăча валли ятарлă чуччусем, вылямалли комплекс вырнаçтарса лартнă. Сĕнтĕрвăррине юратни çинчен пĕлтерекен стела та хăйĕн малтанхи сăнне йышăнчĕ. Çавăн пекех кану паркĕнче çĕнĕ объект – фотосесси ирттермелли карета – илемлĕхĕпе илĕртет. Тирпейлĕ те хăтлă кану вырăнĕ хăнасене, районта пурăнакан çынсене пушă вăхăта усăллă ирттерме май парать. Паркра илемпе тирпейлĕх хуçаланасси вара хамăртан кăна килет.

Раççей шайĕнчи конкурса хутшăнса çĕнтерÿпе палăрнă проект Сĕнтĕрвăрри хулин пуласлăх çулĕ пуласса шанатпăр. Пĕрлĕхлĕ пулса юратнă хулан сăн-сăпатне çÿллĕ шайра упрар.

 

О. СЛАВИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
12 сентября 2020
11:29
Поделиться