Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пархатарлă ĕç

Шăматкун Октябрьски ял хутлăхĕнче тата çывăхри ялсенче пурăнакансен нумайăшĕ Турă Амăшĕн Державин турăшĕсене халалланă çĕнĕ чиркÿре ирхи службăна хутшăнчĕç. Ку чиркĕве ырă сунакансем пулăшнипе туса лартнă. Водосвятнăй молебенпа литургине архимандрит Гурий (Данилов) ирттернĕ, Николай Васильев иерей, Георгий Черашкин протоиерей, Октябрьски ял хутлăхĕн ертÿçи В. Кураков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е. Николаева, Сĕнтĕрвăрри районĕн Пухăвĕн депутачĕсем А. Кузнецов, Г. Петров, С. Архипов, А. Афанасьев, «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕх ертÿçи С. Мастьянов ял çыннисемпе пĕрле мероприятине хутшăннă. Чиркÿ тунă ĕçре нумай вăй хунăшăн, ырлăх пулăшăвĕшĕн, халăх православи тĕнне тата христиансен хаклăхĕсене таврăнас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн В.Кураков активистсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Çавăн пекех обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн ял çыннисене ентешлĕх ертÿçи С. Мастьянов тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Вырăнти тĕн организаци ячĕпе Л. Иливановăпа Р. Григорьева та пархатарлă ĕçе хăйсен тÿпине хывнă çынсене ырă сăмахпа асăнчĕç. Служба вĕçленнĕ хыççăн çĕнĕ чиркÿ тавра сăваплă çÿрев иртрĕ.

И. АЛЕКСЕЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
12 сентября 2020
11:29
Поделиться