Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуракасси хутлăхĕнчен çитнĕ хыпарсем

Ял халăхĕн пурнăçне улшăнусем кĕртес тĕллевпе Хуракасси хутлăхĕнче тĕрлĕ енлĕ ĕçлеççĕ.

Александр Белов фермер хуçалăхĕнче тырпула пуçтарса кĕрес енĕпе хĕрÿ тапхăр пырать. Кĕрхи çанталăкăн кашни кунĕпе усă курса хуçалăхра вăй хуракансем яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Ялхуçалăх ĕçченĕсене хавхалантарма нумаях пулмасть Нарат Чакки культура çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ концерт программи хатĕрлерĕ. Илемлĕ юрă-кĕвĕпе ялти пуçаруçăсем уй варринчех паллаштарма пултарчĕç. Фермер хуçалăхĕнче вăй хуракансене кĕске кану вăхăчĕ тата савăк кăмăл парнелеме пултарчĕç юрă-ташă ăстисем.

Çавăн пекех Хуракасси ял хутлăхĕнче çулсене юсас ĕç-пуç тĕллевлĕ пурнăçланать. Услă Пукаш ялĕнчи Афанасьев урамĕнче çак кунсенче юсав ĕçĕсем вĕçленчĕç. «Путь» тата «Партнер» тулли мар яваплă обществăсем хутлăхри асăннă ялта чул сарнă хăтлă çула килĕшÿре палăртнă йĕркепе туса пĕтерчĕç.

ПИРĔН КОРР.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
05 сентября 2020
15:14
Поделиться