Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕкренпех ĕмĕтленни – пурнăçра

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕтнĕ çул çурла уйăхĕн 10- мĕшĕнче Хуракасси ялĕнче кун çути курнă Тамара Ильинична Васильева пĕчĕклех тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа та вăйăсем вылянă самантсенче вăл ялан тантăшĕсене «сиплеме» килĕштернĕ. Аслă классенче вĕреннĕ тапхăрта вара хĕрачан çак ĕмĕт тĕппипех çирĕпленнĕ.

Ялти вăтам шкула пĕтерсен хĕр медицина училищине вĕренме кĕрес тĕллевпе Шупашкара кайнă. Конкурс пысăк пулсан та вĕренме кĕнĕ мал ĕмĕтлĕ ял хĕрĕ. Шкулта лайăх ĕлкĕрсе пыни пулăшнă ăна. Тепĕр виçĕ çултан Тамара Ильинична алла диплом илнĕ, 1966 –мĕш çултан пуçласа пенсие тухичченех Хуракассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хунă. Çапла вăл ачалăхри ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕшĕн паян кун та савăнать.

Хăй ĕçне Тамара Ильинична юратса туса пынă. Хăйĕн сăпайлăхĕпе, уçă та çепĕç чĕлхипе, ырă чунĕпе чирлĕ çынна лăплантарма, сыватма пĕлнĕ вăл, вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу панă. Çынсем те ăна килĕштернĕ. Юратнă мăшăрĕпе икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ, ура çине тăратнă.

Тамара Ильинична пушă вăхăтра савăнма та юрлама, ташлама юратать.

Хуракассинчи «Шÿл-кеме»фольклор ушкăнне 1986 –мĕш çултанпа хутшăннă. Ялти вулавăш çумĕнчи «Сентреш» фольклор ушкăнне паянхи кун та хаваспах çÿрет. Çепĕç сассипе кашни уявра ял йыша савăнтарать Тамара Ильинична. Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Рена Кольцова «Сентреш» фольклор ушкăнне хутшăнакансемпе пĕрле маттур та хастар хĕрарăма 75 çул тултарнă ятпа саламларĕ. Фольклор ушкăнне çÿрекенсемпе Рена Аврамовна юбиляра çирĕп сывлăхпа вăрăм кун- çул, иксĕлми хастарлăх сунчĕç, илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.

И. СТРЕЛКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 августа 2020
08:52
Поделиться