Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Мăнуксемшĕн тăрăшса

Кашни çынăн пурнăç тĕллевĕ мĕнре-ши? Эпĕ шутланă тăрăх - çемьере, юратнă ĕçре, ачасенче, мăнуксенче. Ваттисем ахальтен каламаççĕ çыннăн хайĕн ĕмĕрĕнче кил-çурт лартмалла, йывăç ÿстермелле, ача-пăча çитĕнтермелле тесе.

Чермĕш ялĕнче пурăнакан Николай Порфирьевичпа Зоя Николаевна Лебедевсем çак тĕллевсене пурнăçланă ĕнте: хăтлă кил-çурт туса лартнă, пахчара тĕрлĕ çырла-çимĕç ÿстереççĕ тата ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Халĕ мăнукĕсемпе киленеççĕ. Николай Порфирьевич хăй вăйĕпе Чермĕш ялĕнчи Октябрьски урамĕнче ачасем валли вылямалли лаптăк йĕркеленĕ. Мĕн кăна çук кунта: футболла вылямалли, карусель, чуччупа ярăнмалли уçлăхсем. Çÿллĕ те хитре чăрăшсем айĕнче пĕчĕк хĕр-пĕрчисем юлташĕсемпе саксем çинче шăкăл-шăкăл калаççа лараççĕ, арçын ачасем мечкă тапаççĕ. Кăçал коронавирус чирĕ ашкăннă пирки ашшĕ-амăшĕсем ачасене час-часах асанне-асатте, кукаçи-кукамай патне килсе яраççĕ. Иртен пуçласа каçченех лаптăкра ача сасси янăрать. Лебедевсен пиллĕк мăнук. Николай Порфирьевич çак ĕçе вĕсемшĕн анчах мар, ялти пур ачан та савăнса выляма май пултăр тесе тăрăшнă. Футбол хапхин сеткине, сăрăсене, çупкăмсене, тĕрлĕ кирлĕ хăмасене хăйĕн укçипе илсе хăтланă. Вăл шутланă тăрăх ялти ачасен канăвĕ те хуларисенчен япăхрах пулмалла мар. Мăнуксем хăйсен малашлăхĕ пулнине Лебедевсем лайăх ăнланаççĕ, пĕтĕм вăйран вĕсемшĕн тăрăшаççĕ. Ял-йыш Николай Порфирьевича пархатарлă ĕç тунăшăн ырăпа асăнать.

 

И. ПЕТРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 августа 2020
08:53
Поделиться