Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрлехи патшалăх экзаменĕ – 100 баллăх!

Кăçалхи çул коронавирус апхаснă пирки пĕрлехи патшалăх экзаменне аслă шкула вĕренме кĕрес текенсем кăна тытнă. Вырăс чĕлхипе экзамен чи массăллă пулчĕ. Çавăнпа та ăна ачасем икĕ кун хушшинче пачĕç, утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче тата 7-мĕшĕнче.

2020 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин Министерствин сайтчĕнче вырăс чĕлхипе ирттернĕ пĕрлехи патшалăх экзаменăн кăтартăвĕсене пичетлесе кăларнă. Чăваш Енре ăна 4981 çын панă. Вĕсенчен 1593 ача (пур йышран 32 проценчĕ) 80 балл пуçтарнă, 6 ача (0,12 процент) чи пĕчĕк уратине çитеймен.

Чи пысăк кăтарту (100 балл) республикăра 30 ача кăтартнă. Тĕп хулари 2000 шкул пĕтерекенрен 17-шĕ пĕрлехи патшалăх экзаменне 100 баллăх панă: 3-мĕш номерлă лицейран 4 ача, 1-мĕш тата 4-мĕш гимназисенче – виçшер ача, 2-мĕш номерлă лицейта - 2 ача, 5-мĕш, 46-мĕш номерлă гимназисенче, 44-мĕш лицейра, 41-мĕш тата 61-мĕш номерлă вăтам шкулсенче - пĕрер ача. Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш номерлă лицейри 3 ачан, 4-мĕш вăтам шкулти 1 ачан - 100 балл. Республикăри районсенче 9 ача 100 балл илме пултарнă.

Савăклă палăртас килет - пирĕн районти Шуршăл ялĕнчи А.Г. Николаев ячĕпе хисепленекен вăтам шкул та вĕренекен Константин Карпов та çак ачасен шутĕнче.

- Эпĕ пур заданине те пурнăçланă, çавăнпа та 90 ытла балл пухасса шаннă. Çĕр балл пухни вара маншăн та, вĕрентекенсемшĕн те пысăк савăнаç пулчĕ.

Костя Карпов программист пуласшăн, математикăпа физика экзамен хаклавĕсене халлĕхе пĕлмест пулин те, хăш аслă шкула вĕренме кĕрессине шутласа хунă. Малалла пĕрлехи патшалăх экзаменне паракансене вăл çапла каласшăн: Пĕтĕм материала туса хатĕрлемелле. Хăвăра валли меллĕ меслет тата вĕренмелли вăхăт суйласа илмелле, хутран-ситрен хăвăра тĕрĕслемелле, пур йăнăша та тишкермелле. Экзамен вăхăтĕнче вăхăта тĕрĕс пайламалла, кирек мĕнле пулсан та хăвăра йĕркеллĕ тытмалла. Пăшăрханмалла ан пултăр тесен, яланах вĕренме тăрăшмалла.

Шуршăлти вăтам шкул администрацийĕ тата учительсем Константин Карпова тата вырăс чĕлхи вĕрентекен Альбина Антольевна Алексеева учительницăна пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче 100 балл илнă ятпа саламлаççĕ, малалла та ăнăçу, ырлăх сунаççĕ, Константин хăй килĕштернĕ аслă шкулта вĕренессе шанаççĕ.

 

Е. ЕГОРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 июля 2020
15:19
Поделиться