Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шывра яланах асăрхануллă пулăр!

Ăшă кунсем пуçлансанах нумайăшĕ пĕвесемпе юханшывсене шыва кĕме васкаççĕ. Анчах та асăрхануллăха манса кайнă е пăхăнман пирки, час-часах çынсем инкеке çакланаççĕ, хăшпĕрисен вара пурнăçĕ те татăлать.

Çу кунĕсем инкек – синкексĕр, савăнăçлă кăна иртччĕр тесен çакăн çинчен тата ытти ыйтусем çине хурав пама республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицини центрĕн врачне Елена Михайловна Егоровăна ыйтрăмăр.

- Çулсеренех пĕвесемпе юхан шывсенче çынсем путса вилеççĕ. Кăçал ку енĕпе мĕнле лару-тăру?

- Шел пулин те, пирĕн рес-публикăра пĕр çул та шыв çинче инкексĕр иртмест. Уйрăмах шăрăх кунсенче шывра путса вилекенсен шучĕ ÿсет. Хальхи вăхăт тĕлне пирĕн республикăра 11 çын путса вилнĕ, вĕсем хушшинче 2 ача.

- Елена Михайловна, ытларах мĕнле сăлтавсем инкек патне илсе çитереççĕ?

- Ытларах чухне нумайăшĕ ятарлă мар вырăнта шыва кĕни, шывра ишме пĕлменни, çын хăйĕн вăй-халне тĕрĕс хакламанни инкек патне илсе çитернине тупса палăртнă. Тата уйрăмах çакна каласа хăвармалла, аслисем ытларах ÿсĕр пулнипе шывра путаççĕ. Путса вилекенсем хушшинче нумайăшĕ арçынсем.Ачасем вара аслисем çителĕклĕ асăрхаса тăман пирки инкеке лекеççĕ.

- Шыва кĕмелли йĕркене тепĕр хутчен пăхса тухни те вырăнлă пулĕ, хăрушсăрлăх правилисене асăнса хăварăр-ха.

- Яланах асра тытмалла, пĕлнĕ çĕртре, ятарласа уйăрнă вырăнта çеç шыва кĕмелле.Лайăх пĕлмен тата шыва кĕме юраман вырăнсенче шыв айĕнче тункатасем, туратсем, шĕвĕр чулсем, çĕмрĕк кĕленчесем пулма пултараççĕ, вĕсем çине тăрăнни пурнăçшăн питĕ хăрушă.

Пĕччен шыва кĕмелле мар тата инçете те ишсе каймалла мар. Инкек сиксе тухсан, юнашар пулăшу паракан никам та пулмĕ. Чикĕ палăртса карнă паллăсем урлă та ишсе каçма юрамасть. Шывра алхасмалла мар. Пĕрне-пĕри ураран туртса сĕтĕрни, утланса ларни, çурăмран, хулпуççирен шыва тĕртни час-часах инкек патне илсе пырать, шыв çыннăн тип пырне кайма пултарать. Çын вара сывлайми пулса, тăн çухатса çыран хĕрринчех путса вилме пултарать.

- Шăнăр туртса лартсан, мĕн тумалла?

- Ытларах чухне хытă ывăнсан, тарласан, ÿсĕрле шыва кĕрсен тата шыв температури 18-20 градусран сивĕ-рех пулсан,шăнăр туртнине ирттерсе ярас тесен, ятарлă майсем пĕлмелле. Алă пÿрнисем туртăннине туйсанах пÿрнесене хăвăрт тата пĕтĕм вăйпа чăмăра хуçлатмалла, хыççăнах алла аяккалла сулса янă пек хускану тумалла та чăмăра уçса ямалла. Ура хырăмĕн мышци туртса лартсан, хуçланса икĕ алăпа ура пысăк пÿрнисене ярса тытмалла, ăна вăйпа хăвăн паталла туртмалла. Шăнăр туртса лартнă мышцăна алпа чĕпĕтмелле, май пулсан çумра пулнă йĕппе е булавкăпа чикмелле. Енчен те шăнăр туртса лартни иртмест пулсан, çурăм çине çаврăнса çыран еннелле алпа ишме тăрăшмалла.

- Елена Михайловна, енчен те çын путма пуçланине курсан, ăна мĕнле пулăшу памалла?

- Пĕр тăхтамасăр ăна сас памалла, вăл пĕччен маррине, ăна пулăшакан пуррине туйтармалла. Çакă инкеке лекнĕ çынна вăй-хал хушма пулăшать. Май пур пулсан, путакана хăвăртах шăчă, кантра пăрахса памалла, пĕр-пĕр япала вĕçне тыттарма тăрăшмалла. Ишме лайăх пĕлсен, путакан çын патне хăвăртрах ишмелле. Инкеке лекнĕ çын хăвăра ярса тытасран хыçалтан ишсе пымалла, хăраса ÿкнĕскерне сăмахпа лăплантарма тăрăшмалла. Енчен те инкеке лекнĕ çын шыва ансах кайнă пулсан, хăвăртах чăмса ăна шыраса тупма тăрăшмалла. Асăрхасан аллинчен е çÿçĕнчен тытса çыран хĕрнелле ишмелле. Туртса кăларнă хыççăнах путакан çынна пулăшу пама пуçламалла. Вăл хăсса яма пултарать. Хăсăкĕпе чыхăнса ан кайтăр тесен, унăн пуçне аяккăн тытмалла. Çăварне тĕрĕслемелле, тасатмалла.Çăтса тултарнă шыва кăларас тесе, хăвăрăн пĕр чĕркуççи çине тăмалла, туртса кăларнă çынна тепĕр чĕркуççи çине хырăмпа хумалла, çурăмĕнчен темиçе хутчен пусмалла. Енчен те çын сывламасть, чĕри тапмасть пулсан, çурăм çине выртармалла. Хăвăртрах чĕрине тÿрĕ мар массаж тума, искусственнăй майпа сывлаттарма пуçламалла. Çак пулăшăва çын тăна кĕриччен е васкавлă пулăшу киличчен памалла.

- Елена Михайловна, калаçăва вĕçленĕ май, хаçат вулакансене мĕн сĕнетĕр?

- Çуллахи кунсем йĕркеллĕ иртччĕр, савăнăçлă аса-илÿсем кăна хăварчĕр тесен, яланах хăрушсăрлăх правилисене асра тытмалла, вĕсене пăхăнмалла! Сывă пулăр, хăвăра упрăр!

 

И. ПЕТРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 июля 2020
15:13
Поделиться