Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Çăкăр хакне ачаран пĕлнĕ

Тăватă класс пĕтернĕ хĕрача тăраниччен çăкăр çиессишĕн нумай ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа та паянхи кун мăнукĕсене апат-çимĕçе типтерлĕ çиме, упрама вĕрентет.

Вера Григорьевна РЫБКИНА (Журавлева) 1927-мĕш çулта Ваçликасси ялĕнче çуралнă. Ашшĕ вăрçа кайнă чух килĕнче 5 ача юлнă. Йышлă çемьене тăрантма йывăр пулнă, çавăнпа амăшĕ Верăна Кÿрене вăрман каснă çĕре ĕçлеме янă. «Столовăйĕнче апат çитеретчĕç. Тата пĕртак çăкăр пай паратчĕç. Ĕçлекенсем валли çăкăр илме Придорожныйне мана яратчĕç. Çулла пĕчĕк урапапа, хĕлле пĕчĕк çунапа каяттăм. Атăл хĕрринче 4 йывăç барак вырнаçнăччĕ, çавсене хĕлле ăшăтаттăмччĕ. Вăрман касакансем каçхине анса çывăратчĕç. Лашаллисем пристане вут турттарнă, вĕсем çывăрма юлмасчĕç, килĕсене каятчĕç .Вăрçă пĕтсен яла килтĕм. Колхозра сысна ферминче ĕçленĕ, çурисем вилетчĕç те макăраттăм. Хĕлле Йĕпреçе вăрман касма ячĕç, арçын ачасем йывăçсене касса яратчĕç, хĕрачасем сыпланă. Каçпа çынсем патĕнче çывăрнă, 5-6 –шар пĕр çын патĕнче. Çăпатасемпех çывăраттăмăр. Вăрçă чарăнсан та çăмăл пулман пурнăç, апат-çимĕç начар пулнă. Колхозсем тыррине заготовкăна яратчĕç, çĕрулмине те ана çинченех спирт заводне ăсатнă. Уйра юлнă çĕрулмине шăнтнă хыççăн çуса тасатнă, типĕтнĕ, тÿсе крахмал тунă. Унран пĕçернĕ кĕсел питĕ тутлăччĕ. Çăкăр пĕçернĕ çĕре çăнăхпа хутăштарса яраттăмăр крахмала. Мăян курăкĕн вăррине те, типĕтнĕ йĕкеле те тÿсе янă.

Тырă вырнă вăхăтра лашапа пысăк хуран, чашки-çăпали уя илсе тухаттăмăр. Хурана мăян, кăшман, купăста çулçи тураса янă,пĕртак çĕрулми хушнă. Çăмах туса яраттăмăр. Кăнтăрла киле кайса çÿремен. Пысăк хуранпа пĕçернĕ яшкана çинĕ те малалла ĕçленĕ.

Кунран-кун ÿссе çирĕп-лентĕм, хĕр пултăм. Ман упăшка пулассин салтака кайма вăхăт çитрĕ. Амăшĕ пĕччен пурăнаймасть тесе авланап терĕ, качча пыма чĕнчĕ. Йĕпреçре вăрман каснăшăн пĕрер кĕпеллĕх çап-çут сатин панăччĕ, çавăнтан хамах кĕпе çĕлерĕм. Тÿрех сельсовета кайса çырăнтăмăр. Виçĕ çул çурă служить турĕ упăшка, кашни эрнере çыру çыратчĕ, эпĕ хуравсем шăрçалаттăм. Колхозра ĕçлеттĕмчĕ, хунямапа пахча-çимĕç лартса ÿстереттĕмĕр, пахчине хам атте сухаласа паратчĕ.Упăшка салтакран килсен Сĕнтĕр-вăррине тракторист-комбайнера кайса вĕренчĕ, колхозра тракторпа ĕçлерĕ. Колхоз комбайн туянсан, комбайнера лартрĕç ăна. Вара тин килте çителĕклĕ тыр пулчĕ, авăртса çăнăх тăваттăмăр. Çăкăра килтех пĕçереттĕмĕр.

Пурнăç малаллах шăвать. Ача-пăчаллă пултăмăр. Шел, пилĕк ачаран пĕр ывăлĕ çамрăклах çĕре кĕчĕ. Тăватă ачи пурăнаççĕ, мăшăрланнă. Пирĕн пек нуша ан курччăр вĕсем, тулăх пурнăçпа пурăнччĕр. Вăрçă нихăçан та ан алхастăр çĕр çинче»,- терĕ Вера Григорьевна, хăйĕн çăмăл мар кун-çулĕпе паллаштарнă май.

Тăхăр теçетке урлă каçнă хĕрарăмăн сăмахĕсем питĕ витĕмлĕ те вырăнлă, вăл каланă пекех пултăр.

 

О. СЛАВИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 июля 2020
15:12
Поделиться