Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Юратупа çураçу хуçаланаççĕ

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев 180-мĕш номерлă хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн республикăра пурăнакан ултă çынна ачасене тивĕçлĕ çитĕнтернĕшĕн Чăваш Республикин «Анне» мухтав паллипе наградăланă.

Мухтава тивĕçнисем хушшинче - пирĕн районти Кĕçĕн Ăстакасси ялĕнче пурăнакан Вера Константиновна Конькова.

Вера Константиновна Андрей Петрович упăшкипе пĕрле 6 хĕрача ÿстереççĕ. Чи асли Татьяна 25 çулта. Вăл аслă пĕлÿ илнĕ, Ульяновск хулинче фармацевт пулса ĕçлет, çемье çавăрнă. Иккĕмĕш хĕрĕ Алиса çак кунсенче алла фельдшер дипломĕ илчĕ. Виççĕмĕш хĕрачи Юлия Çĕнĕ Шупашкарта вĕренет. Вăл парикмахер пуласшăн. Икĕ кĕçĕн хĕрĕ, Ангелинăпа Галина, шкулта пуçламăш классенче вĕренеççĕ. Кĕçĕн шăпăрлан Александра вара ача садне çÿрет, 5 çула çывхарать.

Вера Константиновна Вăрнар районĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл вуннăмĕш ача, чи кĕçĕнни пулнă. Пысăк çемьере хăй çитĕннĕрен В.Конькова нумай ачаллисен проблемисене пур енчен те пĕлет. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк хĕр Ульяновски хулине вĕренме каять, сĕт-çу промышленноçĕн ăсти дипломне алла илет, каярахпа социаллă ĕçчен пулма вĕренсе тухать.

Сĕнтĕрвăрри районне качча тухсассăн 17 çул Ăстакасси ялĕнчи çыхăну уйрăмĕнче вăй хурать Вера.

«Çемьере нумай ача мĕн-тума кирлĕ-ши?» - теççĕ хăшĕ-пĕрисем. Коньковсем вара урăхла шутлаççĕ. Пысăк çемьере ачасем ырă, ĕçчен çитĕнеççĕ, вĕсем пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр. Ашшĕ-амăшĕсем вĕсемшĕн яланах малти вырăнта. Ачасем вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ.

Коньковсен çемйи «Çулталăкри çемье» конкурса хутшăнса Атăлçи ял хутлăхĕн чысне хÿтĕленĕ. Вера Константиновна художество пултарулăхĕн активлă хутшăнаканĕ. Хĕрĕсем те амăшĕнчен юлмаççĕ, юрлама, ташлама пит ăста. «Улми умуççинчен аякка ÿкмест» тесе мĕн ĕлĕкрен ахальтен каламаççĕ ĕнте.

Иртнĕ çул Коньковсемшĕн ырăпа паллă пулчĕ. Çичĕ çул патне социаллă пурăнмалли çурт-йĕр черетĕнче тăнă хыççăн, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕ Коньковсене хăтлă хваттерпе тивĕçтерчĕ.

Вера Константиновна хальхи вăхăтра Шупашкарти çыхăну уйрăмĕнче ĕçлет, Андрей Петрович Сĕнтĕрвăрринчи А.Афанасьев предприниматель патĕнче вăй хурать.

Вера Константиновнăн хăйĕн ачисем çинчен калаçнă чух куçĕсем йăлтăртатаççĕ, кашни хĕрĕ пирки вăл уйрăм калама пултарать, вĕсемпе тивĕçлипе мухтанать. «Çак паллă сирĕншĕн мĕне пĕлтерет?» тесе ыйтрăм Вера Константиновăран. «Правительствăна çакăн пек тимлĕхшĕн тав тăватăп, кăçалхи йывăр лару –тăрура нумай ачаллă çемьесене тимлĕх уйăрни питĕ вырăнлă. Ку награда пире ачасене ÿстерсе тĕрĕс воспитани парас ĕçре çĕнĕ вăй тата хавхалану парать. Эпир упăшкапа ачасене хамăр çĕршыва тивĕçлĕ çынсем пулса ÿстерме шантаратпăр»-терĕ телейлĕ Вера Константиновна.

Чăваш Республикин ертÿçи нумай ачаллă çемьесене наградăпа анчах мар, тĕрлĕ ĕçпе пулăшать. Енчен те çемьере пиллĕк е ытларах ача пулсан, çитес çултан транспорт енĕпе тÿлемелли налук çăмăллăхĕ пулать тесе пĕлтерчĕ республика ертÿçи Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă май. Кунсăр пуçне патшалăх енчен куçакан пулăшу виçине кăшт ÿстерес ыйтăва тĕпчеççĕ, «Кашни килте ăшă та хăтлă пулсан, юратупа çураçу хуçалансан, пирĕн çĕршыв йĕркеллĕн малалла аталанĕ, хăватланса вăй илсе пырĕ», - çирĕплетнĕ Олег Николаев.

Коньковсен çемйинче те çапла туйăмсем яланах хуçаланччĕр.

И. ПЕТРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 июля 2020
15:02
Поделиться