Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сывлăха сыхласа хăварар

Наркотиксемпе психикăна сиен кÿрекен япаласем пирĕн обществăшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.Чăваш Республикин наркологи диспансерĕнче наркотикпа чирлĕ 631 çын, Шупашкар хулинче 393 çын шутланса тăрать. Вăл, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, Чăваш Енре 10,1% пĕчĕкрех, Шупашкар хулинче 14,5% пĕчĕкрех. Обществăшăн уйрăмах çивĕч тăракан ыйтусен хуравне эпир республикăри наркологи диспансерĕн ĕçченĕнчен Алевтина Андреевăран тĕпчесе пĕлме шутларăмăр.

- Алевтина Петровна, мĕншĕн çула çитменнисем уйрăмах хăрушлăх ушкăнĕнче шутланаççĕ?

- Ачасен пурнăçĕ ытларах çемьери лару-тăруран килет. Çемьере килĕшÿ çук пулсан, вĕсем ытларах урама туртăнаççĕ. Ăс-тăнĕ çирĕпленсе çитменнине кура, çул çитмен ачасем лайăх мар ушкăн витĕмне хăвăрт çакланаççĕ. Çавăнпа та мĕн пĕчĕкрен ачапа вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшмалла, ача садне çÿренĕ вăхăтранах сывă пурнăç йĕркине тытма хăнăхтарса пымалла. Çемьере те ĕçе явăçтармалла. Ача шкула кайсан, ăна кружоксене çырăнтармалла, спортпа туслаштармалла.

Хăш-пĕр шкулсенче профилактика ĕçĕсем ирттерес тĕлĕшпе ятарлă волонтер ушкăнĕсем йĕркеленĕ, çав ĕçе явăçтарма тăрăшмалла. Çапла кăна ачасене психикăна сиен кÿрекен япаласенчен сыхласа хăварма пулать.

- Алевтина Петровна, ачасем психоактивлă япаласене тутанма пуçланине мĕнле пĕлме пулать?

- Çак паллăсем çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла,шкулта япăх вĕренме пуçлани, малтан килĕшнĕ япаласем патне интерес çухални, кăмăл-туйăм, ыйхă вăхăчĕ час-часах улшăнни, куç шăрçи пĕчĕкленни е сарăлни,çĕнĕ юлташсемпе туслашма пуçлани тата ашшĕ-амăшĕнчен пытанса калаçни, ача килте усранакан эмелсемпе интересленни, япаласем хушшинче шприцсем, тĕрлĕ хутăшлă пакетсем, пипеткăсем тупăнни.

Наркотикпе минренĕ çын хăйне урăхла, усĕр çын майлăрах тытать, хăш чухне сăлтавсăрах кулать е çилленсе каять, куçĕсем хăйне евер йăлтăртатаççĕ, ыйтусем çине тĕлли – паллисĕр хуравлать, хăвăрт хĕрÿлленсе калаçать. Шута илмелле, наркотик витĕмĕ кĕске вăхăтлăха кăна. Витĕмĕ пĕтсенех асапĕсем пуçланаççĕ, çын хăйне япăх туйма пуçлать. Вара вăл каллех туйăмне лайăхлатма наркотик шырама тытăнать.

- Алевтина Петровна, хăвăр практикăран тĕслĕх илсе каласа кăтартăр, тархасшăн.

- Реабилитаци уйрăмĕнче наркоманипе чирлисен хушшинче темĕнле шăпаллисем те пур. Акă пĕр тĕслĕх. Полина - 30 çулхи хĕрарăм. Полина пулас упăшкипе паллашнă чухне вăл наркотикпа аташнине пĕлмен. Хитре те интереслĕ каччăна юратса пăрахнă, çемье çавăрнă. Каярахпа тин упăшки наркотик пĕрмай тутаннине ăнланса илнĕ «Мĕнле çав япалана пăрахаймастăн, хăтăлма пулать, санран кăна килет», - калама хăтланнă хĕрарăм.

Каярахпа Полина пĕрремĕш хут упăшкипе наркотик тутаннă, çавăн хыççăн хăйĕн пурнăçĕ мĕнле улшăннине унăн аса та илес килмест. Вĕсем упăшкипе пĕрле наркотикпа пĕрмай аташма пуçланă, çынсене улталанă. Института вĕренме кĕнĕскер, малалла вĕренме пăрахнă.Упăшки наркотика пула çамрăклах пурнăçран уйрăлса кайнă. Полина наркологи диспансерне сипленме пырсан, пĕвер чирĕпе тата ВИЧ-инфекцийĕпе чирлине тупса палăртнă.

- Наркоманипе чирлекенсене ăçта пулăшу параççĕ?

- Республикăри наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕнче психиатр-наркологсем, психологсем, социаллă пулăшу паракан специалистсем чирлисене тата вĕсен çывăх çыннисене пулăшу параççĕ.

Наркăмăш серепине çакланнă çынсене медицина пулăшăвĕсĕр пуçне ĕç те тупса параççĕ, ниçта та пурăнма çуккисене вăхăтлăх пурăнмалли çурта вырнаçтараççĕ. Психологсем вара çемьери хутшăнусене майлаштарса яма, чирлĕ çынсене çĕнĕрен пурăнма вĕрентеççĕ.

Çакăн пек пулăшăва илме Шупашкарти Пирогов урамĕн 6-мĕш çуртĕнче вырнаçнă Республикăри наркологи диспансерне чĕнетпĕр.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем, 23-41-60, 23-41-82, 58-03-84.

- Тавтапуç сире тĕплĕ хуравсемшĕн.

О. ЕФРЕМОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 июля 2020
15:04
Поделиться