Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пархатарлă ĕçĕн çирĕп утăмĕсем

Чиркÿ хăпартас ĕç ĕмĕртен тав сăмахĕсене тивĕç пулнă. Ку сăваплă пуçарăва хутшăнакансен çулĕсем уçăлса пыраççĕ тенине пурнăçра пулса пыракан улшăнусем çирĕплетеççĕ.

Октябрьски салинчи Турă Амăшĕн Держави турăшне халалланă чиркÿре ĕçсем малалла пыраççĕ. Паянхи куна ялти ырă кăмăллă çынсем чиркÿ тавра тротуар плиткине вырнаçтараççĕ. Çĕр квадратлă метр лаптăка витмелĕх брусчаткăпа Октябьскинче çуралса ÿснĕ Ольга Бармакова (Иванова) тивĕçтернĕ.

Сăваплă та пархатарлă ĕçе малалла тăсакансене ял çыннисем тав тăваççĕ. Ĕçлекенсене укçасăрах вĕри те тутлă апат пĕçерсе çитерекенсене те ырă сăмахсем кăна каласа хăварар. Район Пухăвĕн депутатне Андрей Кузнецова чиркĕве хăпартас ĕçре çирĕп кăмăл, ĕçченлĕх, хастарлăх кăтартнăшăн ял çыннисем тав сăмахĕсем калаççĕ.

 

О. СЛАВИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 июля 2020
15:03
Поделиться