Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Савăнăçлă улшăнусем

Раççей кооператорĕсем хăйсен професси уявне паллă тунă май Карапаш ял çыннисем улшăнусемпе киленеççĕ.Октябрьски райповĕн Карапашри пĕрремĕш номерлĕ лавккинче юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Халăха тĕрлĕ таварпа тивĕçтерес енĕпе ку лавккара С.Агатеева, С.Иванова сутуçăсем тата тасалăхпа тивĕçтерекен Т.Трепова вăй хураççĕ. Светлана Агатеева заведующи потребкоопераци системинче 1992 çултанпа. Вăхăтлăх урăх çĕрте ĕçленĕ хыççăн, тăван ялти магазинтах малалла вăй хурать. Светлана Иванова сутуçă потребкоопераци ĕçĕпе мĕн пĕчĕкренех çыхăннă, ашшĕпе амăшĕ суту-илÿ енĕпе нумай çул хушши ĕçленĕ.Юсав ĕçĕсемпе кăмăллă сутуçăсем. Çурт илемлĕрех пулни тавар туянакансен кăмăлне хавхалантарма, çĕнĕ çитĕнÿсем тума шанăç парать тесе çирĕплетеççĕ вĕсем.

Октябрьски райповĕн ертÿçи Радим Почемов суту-илÿ çурчĕсене хăтлă та илемлĕ тăвас ыйтăва çирĕп тимлесе тăрать. Вăл тытса тăракан лавккасем юсав ĕçĕсемсĕр пĕри те юлман тесе çирĕплетсех калама пулать.Карапаш ялĕнчи лавккан виттине нумаях пулмасть тĕпрен улăштарчĕç. Паянхи кун тулашĕнчен хăйĕн сăн-сăпатне çĕнетет çурт.

Савăнăçлă улшăнусем райпо лартнă тĕллевсене яваплă пурнăçлама, халăхпа пĕрле ĕçлесе малалла ăнталама пулăшĕç

 

О. ЕФРЕМОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 июля 2020
15:17
Поделиться