Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Республикăри онлайн – конкурсăн çĕнтерÿçи

Чăваш Енре «Пенсионерсен Союзĕ» общество организацийĕн историйĕнче пĕрремĕш хут компьютер многоборийĕпе онлайн-конкурс чемпионачĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Ку ĕç хутшăнакансемшĕн çĕнĕлĕх пулнă, çапах та пурте лартнă тĕллевсене пурнăçланă.

Чемпионатăн регионти тапхăрĕн йĕркелÿçисем –«Раççей пенсионерĕсем» Союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви, Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикин уйрăмĕ тата Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕ. Мероприятине республикăри 34 пенсионер (13 шанчăклă тата 21 пуçласа усă куракан) хутшăннă.

Пирĕн районтан Кĕчкей ялĕнче пурăнакан Олимпиада Васильевна Алексеева тата Кĕтĕквар ялĕнчи Венера Егоровна Федорова хутшăннă. Вĕсем ăмăртусен районти тапхăрĕн çĕнтерÿçисем.

Онлайн-конкурса хутшăнакансем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă презентаци «Аслă Çĕнтерÿ историйĕ» килти ĕçе пурнăçланă. О.Алексеева презентацийĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă.Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Пуçламăш усă куракан» категорире Олимпиада Яковлева пĕрремĕш вырăн йышăннă. Эпир ăна çĕнтерÿпе саламлатпăр тата утă уйăхĕнче иртекен пĕтĕм Раççейри онлайн-конкурсра ăнăçу сунатпăр.

Çакна палăртмалла: Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пенсионерсем компьютер многоборийĕпе республика конкурсĕн çĕнтерÿçисем пĕрре мар пулчĕç. Вĕсем хушшинче Елена Ястребова, Венера Федорова, Валентин Егоров, Любовь Тюрикова.

Р. РАКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 июля 2020
15:16
2020 год
Поделиться