Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрçă историне пĕлнине кăтартрĕç

Ытларикун районти тĕп библиотека «Вăрçă страницисем - асăну страницисем» Интернет викторинăна пĕтĕмлетрĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 -çул çитнине халалланă.

Викторина виçĕ уйăха яхăн пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕччен иртрĕ. Унта хутшăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă 75 ыйту çине хуравлама тăрăшрĕç. Пурĕ викторинăна 43 çын хутшăнчĕ, вĕсен çулĕ 12 çултан пуçласа 35 çулччен.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем вара çаксем: Пĕрремĕш вырăна Чăнкассинчи Олеся Кузьмукова тата Сĕнтĕрвăрринчи Ольга Гвоздкова йышăнчĕç, иккĕмĕш вырăнта Сĕнтĕрпуçĕнчи Александра Вострова пулчĕ, виççĕмĕш вырăна жюри Сĕнтĕрвăрринчи Марина Самсоновăна пачĕ.

Викторинăна йĕркелекенсем унта хутшăнакансене тав тăваççĕ. Дипломсемпе сертификатсене ĕç кунĕсенче районти тĕп библиотека çуртĕнче кĕрсе илме пулать.

С. ФИЛАТОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
20 июня 2020
13:57
Поделиться