Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Икĕ ял хутлăхĕнче çулсем çĕнелеççĕ

Кашни кун районта вуншер программа проекчĕ халăх пурнăçне çăмăллатма пулăшать. Культура çурчĕсем çĕнелсе çĕнĕрен уçăлаççĕ, машинăсем çÿремелли çулсем якалаççĕ, ялхуçалăх предприятийĕсем аталанаççĕ. Вĕсенчен кашниех уйрăм тимлĕхе тивĕç, анчах паян иккĕмĕш тема çинче чарăнар.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче кăларнă «Вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕ, обществăлла инфраструктурăна аталантаракан проектсене Чăваш Республикин территорийĕнче пурнăçласси çинчен» Указпа килĕшÿллĕн районти Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕнче автомашинăсем çÿремелли çулсене юсаççĕ. Сĕнтĕрпуç ялĕнче пуçаруллă бюджетировани программи Абрамов тата Набережная урамĕсенче 400 метр çул юсама май панă, çаплах ялта Центральная урамри 1 çурт патне пыракан çула якатса пĕтернĕ. Çаплах масар патне каякан çул та 487 метр тăршшĕнче çĕнелнĕ.

Октябрьски ял хутлăхĕн-чи ĕçсене вара Д. В. Евстафьев подрядчик ирттерет. Туппай Ĕсмĕл ялĕнче вăл Уйкасси урамĕнчи 28-мĕш тата 40-мĕш çуртсем хушшинчи çул татăкне çĕнетме пуçланă. Контракт хакĕ 148 675, 18 тенкĕ. Юнкуна урамра ĕç вĕреме пуçланă. Подрядчик ĕç вырăнне хăйăр илсе килнĕ, грейдировани ирттернĕ.150 метр çула çурла уйăхĕн 21-мĕшĕ валли юсаса пĕтермелле.

И. ДЕРЮЖИН.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
20 июня 2020
13:54
Поделиться