Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăйсен профессине чунтан парăннă

Кăçал эпир Чăваш Автономи облаçĕ йĕркеленнĕрĕнпе 100 çул çитнине паллă тăватпăр. Çавна май хамăр районта пурăнакан çынсем çинчен каласа парас килет.

Таисия Ивановна Орлова хăйĕн çемйипе Çатракасси ялĕнче пурăнать. Мĕнпе паллăха çакă хĕрарăм. Вăл самолетпа вĕçмен, герой пулман. Анчах-та ун пек çынсем пурнăçа çĕнĕ сăн кÿреççĕ.

Таисия Ивановна 1946 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Ускасси ялĕнче пысăк çемьере çуралса ÿснĕ. Хаяр вăрçă хыççăн çуралса ÿснĕ ачасен ачалăхĕ çăмăлах пулман ĕнте. Ытти ачасемпе пĕрле колхозра ĕçленĕ: ашшĕ-амăшне пулăшнă, вĕренме тăрăшнă. Хĕрачан учительница пулас шухăш пулнă. Хуракасси шкулне вĕренсе пĕтерсен Таисия педагогика училищине вĕренме кĕрет. 1961 çулхи кĕркунне Хуракасси шкулĕ çуннине те лайăх астăвать, вăл ун чухне 15 çулта пулнă. Училищĕ вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Çатракассинчи вăтам шкулта пионервожатăй пулса ĕçлеме пуçлать. Каярахпа ăна пуçламăш классенче вĕрентекен учительницăна куçараççĕ. Миçе ачана вулама тата çырма-шутлама вĕрентнĕ-ши вăл, шучĕ те çук. Таисия Ивановна пĕтĕм чунтан тăрăшса ĕçленĕ, ачасене юратнă. Вĕренекенсенчен пĕри çапла аса илет: «Ачасем ку тапхăрта йышлăн пулнă пирки пуль икĕ класс пĕрле вĕренеттĕмĕр, иккĕмĕш тата тăваттăмĕш, пĕрисем диктант çырнă, теприсем задачăсем шутланă. Уроксем хыççăн вăл мана тетрадьсене тĕрĕслеме шанатчĕ, эпĕ çакăншăн пите савăнаттăм»

Тĕрлĕ йывăрлăхсем пулнă, анчах Таисия Ивановна алла усман. Юратнă ĕçре пенсие тухичченех ĕçленĕ. Çамрăклах юрă-ташă юратнă. Çатракасси клубĕнче йĕркеленĕ хора юрлама çÿренĕ чухне хор юрăçипе Владимир Орловпа паллашать. Çамрăксем çемье çавăрма шут тытаççĕ. 1966 çулхи ака уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Алексей Петрович Петров ертсе пыракан Çатракасси клубĕнчи хор пултаруллă çамрăксене комсомол туйĕ туса парать.

Владимир Васильевичпа Таисия Ивановна ялта сумлă çынсем. Икĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ура çине тăратнă. Ачисем пурте çемьеллĕ, ĕçчен. Ывăлĕсем хăйсен ялĕнчех пурăнаççĕ, ĕçсĕр лармаççĕ. Елена хĕрĕ Кĕчкей ялĕнче пурăнать, нумай çул ялти вулавăшра ĕçленĕ, Ирина – Куславкка районĕнче культура ĕçченĕ пулса ĕçлет. Çĕнтерÿ 75 çул çитнине халлаласа Чăваш телекуравĕпе илемлĕ сăвăсем вуларĕ. Лилия кинĕ те Çатракассинчи библиотекăра вăй хурать, Марина кинĕ Октябрьски райповĕнче тăрăшать. Киле пăхса кин килет теççĕ.

Владимир Васильевичпа Таисия Ивановнăн 14 мăнук. Вĕсем мăнукĕсене ялан хапăлласа йышăнаççĕ.

Владимир Васильевич 30 çул ытла тракторист пулса ĕçленĕ, «Ĕç ветеранĕ» ятне илме тивĕç пулнă. Таисия Ивановна та унтан юлман, вăл та ĕç ветеранĕ. Хăйсен ĕçĕсене чунтан парăннă мăшăр ачисене, мăнукĕсене савăнтарать, вĕсене валли те, ял-йыш валли те çирĕп çемье тĕслĕхе пулса тăрать.

И. ПЕТРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
20 июня 2020
13:56
Поделиться