Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хирург пуласси – чун туртăмĕ!

Çĕртме уйăхĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министерствин Н. А. Геркен ячĕллĕ Сĕнтĕрвăрри район больницин хирурги уйрăмĕн ертÿçи Петр Анатольевич КОЛЬЦОВ хăйĕн юбилейне паллă тăвĕ.

Петр Анатольевич Малти Пукаш ялĕнче çуралнă. 1983 çулта вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Хирурги енĕпе клиника ординатурине вĕçлесен вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тĕп больницăра ĕçлеме пуçланă. Паянхи кун та Петр Анатольевич кунта тăрăшать. Тăван больницăна вăл 37 çул панă. Пĕрре мар тухтăр «Хирурги» специальностьпе «Хусанти патшалăх академийĕнче» ĕç квалификацине çĕкленĕ. П. Кольцов травматолог, уролог, онколог, эндоскопист, хушма профессйĕсене алла илнĕ, практикăна операципе диагностика çĕнĕ мелĕсене кĕртнĕ. Пысăк шайри медицина оборудованийĕпе пĕр танах халăха уйрăм хирурги пулăшăвĕ пама хирург-врачăн ăсталăхĕ те пулăшать.

Ăнăçлă хирург пуласси-кашнин валли мар. Кунта ĕçлекенĕн уйрăм кăмăл-сипетлĕ, тимлĕ, чăтăмлă, сăпайлă, йăваш çав вăхăтрах вара çирĕп кăмăллă, яваплă, самантра кирлĕ йышăнусем тума пĕлекен çын пулмалла. Хирургăн хăйĕн ĕçне чун парса ĕçлеме пĕлмелле, çав вăхăтрах хăй тăвакан ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине ăнланмалла, йывăрлăхсенчен хăрамасăр, пурнăçа çынсене пама пĕлмелле.

Петр Анатольевич - чăн-чăн профессионал. Ăна ĕçтешĕсем хаклаççĕ тата хисеплеççĕ. Хирурги уйрăмĕн Хаклавпа сĕнÿсен кĕнекин кашни страницинчех хирург ячĕ пур. Пациентсем Петр Анатольевича тав сăмахĕ-сем калаççĕ. Районта пурăнакансен сывлăхне сыхлассинче пысăк ĕç тунăшăн ăна пĕрре кăна мар тав хучĕ-семпе палăртнă. Унăн ĕçне Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министерстви (Хисеп тата тав хучĕ), район администрацийĕ (Хисеп хучĕ) тата бюджет тытăмĕнчи «Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тĕп больница» сыватакан профессионаллă учреждени палăртнă. Медицина ĕçченĕн кунĕнче вара Петр Анатольевича «Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул» медаль парĕç.

Петр Кольцов яланах хăйĕн пĕлĕвĕсемпе вăйне пархатарлă халăх сывлăхĕн сыхлавĕн ĕçне парса тăнă, халĕ те çакăн çинчех тăрать.

Больница администрацийĕ тата хирурги уйрăмĕн ĕç ушкăнĕ хăйĕн ĕçтешне юбилей ячĕпе саламлать, ăна çирĕп сывлăхпа ăнăçу тата ĕçри пултарулăхра малашне те пуçарулăх кăтартма сунать.

Н. СЕМЕНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
20 июня 2020
13:53
Поделиться