Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чун-чĕре ăшшипе

Ыран сывлăх сыхлакан ĕçченĕсен кунне палăртаççĕ. Ман шутпа медицинăра хăйсене шеллемен, хăйсен ĕçне ĕмĕрлехех парăннă çынсем ĕçлеççĕ.

Пирĕн районти Нарат Чакки ялĕнче пурăнакан Роза Алексеевна Кармакова пĕчĕкренех тухтăр пулма шутланă. Вăл 1946 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă.

Вăрçă хыççăнхи малтанхи вунă çулĕ çĕршывшăн чи йывăрри пулнă. Выçă-тутă ачалăх, йывăр ĕç. Çапах та хĕрача пуç усман, шкулта лайăх вĕреннĕ, пур çĕре те ĕлкĕрнĕ. 1963 çулта, Хуракасси шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн, Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕрет. Алла диплом илнĕ хĕр Пĕчченхырĕнчи фельдшер пункчĕнче ĕçлеме пуçлать, 1968 çулта Хуракассине куçать, 1975 çултан пуçласа пенсине тухичченех Нарат Чаккинчи фельдшер пункчĕнче заведующăй пулса ĕçлет. Мĕн пулса иртменши пурнăçра? Роза Алексеевна хăй юратнă ĕçне пĕтĕм чунне панă. Тăрăхри ялсенче пĕтĕм çынна пĕлсе тăнă. Çемьесенче ачасем çуралсанах вĕсен сывлăхне тимлесе тăнă, хĕлле те , çулла та чирлĕ çынсем патне çитсе пулăшма васканă. Прививкăран хăракан ачасене ăшă сăмах каласа йăпатнă.

Роза Алексеевна упăшки Михаил Алексеевич ялти сумлă çын. Вăл учитель, шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. Кашни ачашăн чунĕ савăннă унăн. «Пире физика саккунĕсене ăнлантарма нихăçан та ывăнман» – теççĕ унăн малтанхи вĕренекенĕсем.

Мăшăр виçĕ ача çуратса ура çине тăратнă. Марина хĕрĕ учитель династине малалла тăсать, Канаш районĕнче учитель пулса ĕçлет.

Пĕтĕмĕшле Роза Алексеевна медицинăра 35 çул ĕçленĕ. Çак вăхăтра Тăван çĕршыв унăн ĕçне тивĕçлĕ хак панă, вăл «Сывлăх сыхлав отличникĕ», «Ĕç ветеранĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» ята, тĕрлĕ шайри хисеп грамотисене илме тивĕç пулнă. Унăн сăнукерчĕкĕ районти хисеп хăми çинче пулнă.

Кармаковсем пушă вăхăта сая ямаççĕ, вĕсем халăх пултарулăхĕн хастарĕсем. Мăшăр ĕçчен те туслă, пур çынпа та тараватлă. Вĕсене кÿршĕсемпе ентешсем хисеплеççĕ, ачисемпе мăнукĕсем чунтан юратаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ.

И. ПЕТРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
20 июня 2020
13:55
Поделиться