Конституцие тÿрлетÿсем кĕртессине сÿтсе яватпăр
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Тĕп саккуна тÿрлетÿсем кĕртмеллине сĕнÿпе тухнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Халлĕхе вăхăтне палăртман-ха, çавах граждансем ку енĕпе тĕрлĕрен шутлаççĕ. Раççейри халăхсен шухăшне тĕпчекен центр пĕлтернĕ тăрăх, çынсен 95: медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тата унăн пахалăхĕпе çыхăннă тÿрлетÿсене асăннă, 92% - пенсие индексацилес ыйтăва.
Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культурăпа социаллă аталану пайĕн ертÿçи Елизавета Матюшова çапла шухăшлать: «Конституци – пирĕн çĕршывăн Тĕп саккунĕ.
Тÿрлетÿсене халăхăн пурнăç условийĕсене татах та ырăрах енне улăштарас тĕллевпе тăваççĕ, çакна асра тытмалла пирĕн. Çемье пĕлтерĕшне, хаклăхне çÿллĕрех шая ÿстерни, ачасен малашлăхĕ çине çирĕп-рех пăхни паянхи куна пысăк пĕлтерĕшлĕ».