Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕнтĕрвăрри яланах ман чĕрере

Валентин ДАВЫДОВ халĕ Шупашкар районне кĕрекен Самуккасси ялĕнче 1926 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Ытти ачасем пекех, Валентин Спиридонович ĕçпе пиçĕхсе, аслисене пулăшни пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлсе ÿснĕ. Каярах та вăл ĕçрен пăрăнса юлман, ыттисемпе пĕр танах тар тăкнă.

Анчах Валентин Спиридоновича шкулта физика вĕрентекенĕн ĕçĕ ытларах илĕртнĕ. Çак предмета тĕпчени, унăн вăрттăнлăхĕсене уроксем вăхăтĕнче шыраса тупни тата çамрăксене пĕлÿ парас малашлăх Самуккасси каччин чунне ăшăтнă.

Çав вăхăтрах тĕнче çивĕчленсе пырать. 1930-мĕш çулсен вĕçĕнче Гитлер пĕрин хыççăн теприне Европăри çĕршывсене салтак атти айне тунă.

Çирĕме çывхарса пыракан çамрăк çын çак аякри çĕршывсенче пыракан пулăмсем хăйĕн пурнăçне улăштарассине те, вĕсем пулса иртнине те пĕлмен пулĕ. Темĕнле пулсан та 1941 çулта вăл Шупашкарти педагогика институтне вĕренме кĕрет.

Çав уйăхсенчех çĕршыв правительстви фашизмран хăтарса хăварайманнипе çулăмланнă вырăнсенчи предприятисене, заводсемпе фабрикăсене тыла куçарать. Çапла майăн раштав уйăхĕнче Харьковри электромеханика завочĕпе Ленинградри «Электрик» завод базине Шупашкара куçарса килнĕ. Вĕсене вырнаçтарма автономи облаçĕн тĕп хулинче педагогика институчĕн çуртне уйăрнă.

Вĕрентÿ институчĕ вара пирĕн хулана куçса килнĕ. Сĕнтĕрвăрринче вăл хальхи ЗАГС территорийĕнче ĕçленĕ. Валентин Спиридонович кунта икĕ çул вĕреннĕ. Çак вăхăтра пирĕн хула унăн чĕрине кĕрсе вырнаçнă та.

«Студент çулĕнчи аса-илÿсем маншăн çав тери хаклă. Ушкăн çав тери туслăччĕ, хĕрсем ытларахчĕ. Эпĕ хамăн юлташсене, вĕсемпе пĕрле ирттернĕ

вăхăта аса илетĕп. Сĕнтĕрвăррине килсен институт пулнă çурта кайса килетĕп. Паллах, унта халĕ пирĕн вăхăтри пек мар, шалти интерьер йăлтах улшăнса пĕтнĕ. Анчах пĕртен-пĕр юрату манăçа тухмасть. Ун чухне хула пирĕншĕн çав тери хитре пулнă, анчах та киленсе çÿреме вăхăт пулман. Ĕçрен института, институтран ĕçе кайнă. Çапах та эпир çакна чунпа туяттăмăр»,- аса илет Валентин Спиридонович çамрăк вăхăта.

17 çул тултарнă хыççăн вăл темиçе хутчен те çар комиссариатне кайнă. Ашшĕн тата çывăх юлташĕсен тĕслĕхĕ унăн куç умĕнче тăнă. Çавăнпа та тăшманпа кĕрешес кăмăл пысăк пулнă унăн. Чылай кĕтнĕ вăл повесткăна, анчах çар комиссариачĕн ĕçченĕсем васкаман.

Тинех, 1944 çул вĕçĕнче, каччăна çара чĕнсе илнĕ. Малтан пулас салтаксем Шупашкара пухăннă, унтан Канаша çул тытнă. Çакна валли колхоз лашисене хатĕрлесе хунă. Шупашкартан кăнтăрла тухнипе вĕсем пухăнмалли пункта вăхăтра çитеймен. Çакăн пирки кĕтменлĕхсем сиксе тухнă. Пĕрре кайса килнĕ хыççăн команда ертÿçи çапла каланă çамрăк салтаксене: «Эпир сире Японие хирĕç çапăçма ярасшăнччĕ, анчах ятарлă эшелон тапранса кайрĕ, сире кĕтсе илеймерĕ, килĕрсене саланăр, каярах çĕнĕрен чĕнсе илĕпĕр». Çапла вара Валентин Спиридонович малтан тăван килне, унтан Сĕнтĕрвăррине таврăннă. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, вăл Самуккассинчен общежити таран çуран утса тухнă, çул тăршшĕ вара 50 çухрăма яхăн. Çапах ăна çар комиссариачĕ манман, кашни уйăхрах чĕнсе тăнă. Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ хыççăн вăл çар сборĕсене, строительство ĕçĕсене хутшăннă. Чантăр ялĕнче тата Шупашкарта ĕçленĕ.

«Вăл вăхăтра çăкăра та карточкăсемпе паратчĕç, япала та, апат та çитместчĕ, фронтовик ывăлĕ пулнă пирки манăн çапах та çăмăллăхсем пулнă, çак ман пурнăçа чылай ырă кÿнĕ», - тăсрĕ малалла Валентин Спиридонович.

Юлашки курссене вăл тĕп хуларах пĕтернĕ. Унтан Патăръел районĕнчи Турхан ялне куçса кайнă. Ку ялта вăл 62 çул ирттернĕ, пурнăçри чи лайăх самантсемпе киленнĕ, çемье ăшшине тупнă. Ĕмĕтне пурнăçласа, кунти шкулта канăва тухичченех физика вĕрентнĕ.

Шел пулин те, нумай çул юратса пурăннă хыççăн унăн мăшăрĕ çĕре кĕнĕ, çавăнпа та ачисем çунат сарнă хыççăн Валентин Спиридонович Улатăр районне, ывăлĕ патне куçса кайнă. Çапах та Атăл хĕрринчи пĕр хула хăйĕн çинчен тăтăшах аса илтернĕ.

Çак туйăма парăнса вăл пĕррехинче Сĕнтĕрвăррине вĕçтернĕ. Чылайччен çÿренĕ Валентин Спиридонович хула урамĕсем тăрăх. Вăл вĕреннĕ çурт балконĕнчен 1919 çулта «Красная Звезда» пăрахутпа ишсе килнĕ Н. Крупская сăмах тухса каланă. Çулсем иртсен çурт çинче çакна историре хăварас тĕллевпе асăну хăми вырнаçтарнă. Вăл Валентин Спиридонович пуçне çамрăк-лах кĕрсе юлнă, хулана таврăнсан вара тыл ветеранĕ асăну хăми çуккине асăрханă. Вăл кăшт пăшăрханнă пулсан та парăнас темен, хаçатсене, юлташĕсем патне шăнкăравланă. Вăхăт иртсен çĕнелнĕ асăну хăми хăйĕн вырăнне таврăннă.

Сĕнтĕрвăрринче В. Давыдов хула культурине упраса хăварма пулăшнине манмаççĕ, çавăнпа та ятарлă церемонисенче вăл ялан кĕтнĕ хăна. Çулсене пăхмасăрах хисеплĕ ватă Улатăр районĕ-нчен килсе çÿреме ÿркенмест, активлă пурнăçпа пурăнать. Эпир ăна сывлăхпа телей тата вăрăм кунçул сунатпăр.

И. СЕРГЕЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 марта 2020
14:45
Поделиться